1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
10 сентября 2021 г. 20:10

Чиртен хÿтĕлĕ

Пĕр вăхăт районта хăрушă вируспа чирлекенсен йышĕ кăштах сахалланнăччĕ, юлашки эрнере каллех ÿсрĕ. Ĕнер çеç инфекциленнĕ 4 çынна шута илнĕ. Ытларах вăтам ÿсĕмрисем тата 60 çултан аслăраххисем чирлеме пуçларĕç.

Ĕнерхи кун тĕлне районта 3188 çын вакцинацин пĕрремĕш компоненчĕпе укол тутарнă (44,3 процент). 2882 çын тулли курса вĕçленĕ. Ку республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕкрех. Ковид пуçланнăранпа 578 çын чирленĕ. Кăçал 11 çын вилнĕ. Прививка тутарнă май, иртнĕ кунсенче 65 çулсенелле çывхаракан хĕрарăм коронавирусăн çĕнĕ Дельта штаммĕпе (Инди) чирлекенсем пурри-çуккипе интересленчĕ. Дельта вирус тата та хăрушăраххине палăртса хăвармалла, районта унпа чирлекенсем пур.

Коронавирус йывăр чир иккенне пурте курса ĕнентĕмĕр. Ăна пула пирĕн кулленхи пурнăç та тĕпрен улшăнчĕ. Вакцинаци тутарни инфекци лекессине чакарма пулăшать. Çакна пурин те шута илмеллех. Çав вăхăтрах сыхлăх, хÿтĕ-лев мерисем çинчен те манса каймалла мар. Çавăн пекех халĕ, ОРВИ те сарăлса пынă тапхăрта, грипран прививка тутармалли çинчен те асăрхаттарас килет. Ку тĕлĕшпе чире хирĕç кĕрешме пулăшакан «Флю-М», «Совигрипп» препаратсем, ачасем валли «Ультрикс—Квадри» вакцина кÿрсе килнĕ. Районта прививка тăвасси малалла пырать.

Любовь КУЗЬМИНА, ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ертÿçи:

Коронавирус чирне питĕ йывăррăн ирттернĕ нумай çынна сăнатăп та вĕсен сывлăхĕ халĕ те майлашăнса çитеймест-ха. Кам чĕрепе аптăрать, сывлав органĕсен тытăмĕ, асра тытаслăх унчченхи пек мар. Юн пусăмĕ ÿснине, пуç ыратнине калаççĕ.

Чир ерсен, вăйлă аптăратасран хăрарăмăр. Çемйипех прививка тутарас терĕмĕр, ачасем те хирĕç пулмарĕç. Мăшăрăм маларах тутарчĕ. Вăраха кайнă чир пур пулин те, икĕ уколне те çăмăллăн ирттерчĕ. Вакцинацин 2-мĕш уколне эпĕ июль вĕçнелле тутартăм. Прививка хыççăн организмра пулма пултаракан паллăсене шута илсе, хама маларахах хатĕрлеме пуçларăм. Вĕсене парăнтарма май килчĕ. Ÿт температури малтанхи кун кăшт ÿснисĕр пуçне, ытти улшăнусенех туймарăм. Прививка тутарнăранпа хама лăпкă туятăп, сыхлăх çинчен самантлăха та манмастăп. Пĕрле вăй хуракансем те пурте вакцинациленчĕç.

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх. Ман шутпа, прививка тутарсан кăна эпир хамăр сывлăха упрăпăр, хамăрăн çывăх тата ытти çынсене хăрушлăха кĕрсе ÿкме памăпăр. Малтанхи пурнăç йĕрки патне таврăнасси чирпе пĕрле кĕрешнинчен нумай килет.

Поделиться:
Распечатать