1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
10 сентября 2021 г. 15:37

Эстафетăра нумайăн ăмăртнă

Нумаях пулмасть «Аль» спорткомплекс стадионĕнче физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас тĕллевпе республикăри çăмăл атлетсен районти тапхăрĕ иртнĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, СССР летчтик-космонавтне, Андриян Григорьевич Николаева асра тытса, «Ял ĕçченĕ» хаçат парнине çĕнсе илессишĕн тупăшнă эстафетăра спорта юратакансем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, спорт уявне уçса, унта хутшăнакансене ăнăçусем суннă. Вăл Тăвай енре физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе вĕрентекенсемпе вăй хунине палăртса хăварнă, тав тунă.

Унтан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, Григорий Кукловпа Олег Ломоносов, «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Людмила Якку тухса калаçнă, пурне те спорт уявĕпе саламлнă, ăмăртăва хутшăнакансене çĕнтерме суннă. А.Кириллов тĕп судья эстафета йĕркипе паллаштарнă.

«Спортпа туслă çемье» ушкăнра çичĕ çулчченхи ачаллисенчен финиша чи малтан Михайловсем, 8—14 çулсенчи ачаллă çемьесенчен Сормовсем çитнĕ, иккĕмĕш вырăна — Никифоровсем, виççĕмĕш вырăна вара Владимировсем тухнă.

Спорт ветеранĕсем хушшинче Тăвайри П.Х.Бухтулов ячĕллĕ шкул спортсменĕсене çитекенни пулман. Иккĕмĕш вырăна — тĕмерсем, виççĕмĕшне чутейсем йышăннă.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрекен ачасем аван хутшăннă эстафетăна. Тăххăрмĕш класс таранчченхи ачасенчен Тушкилти вăтам шкул команди çĕнтернĕ, иккĕмĕшне — Тăвай, виççĕмĕш вырăна Тăрмăш ялĕсенчи атлетсем йышăннă.

Тăххăрмĕш класран аслăрах ачасенчен Тушкил ялĕнчен килнĕ спортсменсем палăрнă. Тăвайсем — иккĕмĕш, Çĕнĕ Пуянкассисем виççĕмĕш картлашкасем çинче.

Ял тăрăхĕсенчен килнĕ çăмăл атлетсене те пухăннисем кăшкăрса хавхалантарчĕç. Чи лайăх кăтартулли ку командăсем хушшинче тĕмерсем пулчĕç, чутейсемпе тушкилсем иккĕмĕшпе виçĕмĕш вырăнсене юлчĕç.

Унтан нумай функциллĕ центр, вĕрентÿ пайĕн, ятарлă программăсен секторĕн командисем старта тухрĕç, малти виçĕ вырăна йышăнчĕç.

Культура работникĕсен профсоюзĕн ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ.

«Чи çамрăк чупакан» ята Анна Михайлова (Тăвай), «Чи опытлă чупакан» ята Борис Емельянов тивĕçлĕ пулнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе медальсем панă. Кашни ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă çăмăл атлетсене 2022 çулхи пĕрремĕш çур çул валли районти «Ял ĕçченĕ» хаçата çырăнса параççĕ.

Поделиться:
Распечатать