1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
10 сентября 2021 г. 18:46

Старт илнĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе ачасемпе çамрăксене илемлĕх культурине тата искусствăна вĕренме активлă явăçтарас тĕллевпе кăçалхи сентябрь пуçламăшĕнчен «Пушкин картти» программа старт илнĕ. Программăна Раççейĕн пур регионĕнчи театрсем, музейсем, концерт залĕсем, филармонисем, библиотекăсем, культура çурчĕсем хутшăнаççĕ. Вăл шутрах Чăваш Енрен те 12 культура учрежденийĕ: 6 патшалăх театрĕ, 3 концерт учрежденийĕ, 3 музей. «Пушкин картти» программăна хутшăнакан учрежденисен хисепĕ хушăнсах пырĕ.

Ÿсĕмĕпе 14 çултан пуçласа 22 çулчченхи кирек хăш гражданин та «Пушкин карттин» хуçи пулса тăма пултарать. 2021 çулта карта çине 3 пин, 2022 çулта 5 пин тенкĕ куçарса параççĕ.

Карта туса хатĕрлеме «Патшалăх услугисем» порталти харпăр хăй кабинечĕпе усă курса заявка памалла.

«Пушкин карттине» куçарса панă укçапа культура учрежденийĕсенче кăна тата культура мероприятийĕсемпе кăна тăкаклама юрать. Ку вăл унăн тĕп уйрăмлăхĕ.

Поделиться:
Распечатать