1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
16 сентября 2021 г. 14:58

Историе юратни пулăшнă

Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акцие хастар хутшăнакан регионсен йышне кĕнĕ. Кăçалхипе виççĕмĕш хут иртнĕ мероприятие йĕркелеме пирĕн республикăра 400 лапам хатĕрленĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче акци çĕнтерÿçисене чысларĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин теми тăрăх çырнă истори диктантне пĕтĕмлетнĕ хыççăн 20 çĕнтерÿçе палăртнă. Çав шутра пирĕн регионран çиччĕн.

Акцин регионти çĕнтерÿçисен йышĕнче — Тăвай районĕнчи Кармал ялĕнчи Светлана Дмитриева библиотекарь та пур.

«Пире вăрçа хутшăннă Кирилл Тимофеевич Тимофеев учитель вĕрентетчĕ, вăл каласа кăтартнисене итлес те итлес килетчĕ»,—тенĕ вăл.

Чыслав саманчĕ хыççăн Светлана Алексеевнапа калаçма тÿр килчĕ. Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Çемье пурнăçĕ Кармал ялĕнче тĕплентернĕ ăна. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Иккĕшĕ çемьеленнĕ ĕнтĕ, кĕçĕн ывăлĕ строительнăй техникумра вĕренет. Виçĕ мăнукĕ савăнтарать халь килтисене.

С.Дмитриевапа темиçе çул каялла ялти çыхăну уйрăмĕнче çырăнтару вăхăтĕнче курса калаçнăччĕ. Культура енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ хĕрарăм халĕ те çур ставкăпа библиотекарьте тăрăшать иккен. Ялти çынсене хаçат-журналпа та тивĕçтерме ĕлкĕрет. Пĕр вăхăт кунта почтальон шыраса хăшкăлнăччĕ. Светлана Алексеевнана каллех çак ĕçе çураçтарнă хыççăн лаштах сывласа янă. Ĕçе тĕплĕ тăвакан, сăпайлă та тÿрĕ чунлă хĕрарăма кам хисеплемĕ? Тĕмерти çыхăну уйрăмĕнчи ытти почтальонкăсем те ĕçтешĕн çитĕнĕвĕшĕн чунтан савăннине пытармарĕç. Олег Алексеевич хăй алă тытса саламланă ăна, тесе пĕлтерчĕç.

«Кулленхи ĕçре те, пултарулăхра та ăнăçса пытăр сирĕн, Светлана Алексеевна!»— тесе уйрăлтăмăр акци çĕнтерÿçипе.

Поделиться:
Распечатать