1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
16 сентября 2021 г. 18:40

«Пушкин карттипе» усă кураççĕ

Çĕршывра авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен «Пушкин картти» программа старт илнĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксен культура учрежденийĕсене çÿреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртнĕ.

«Пушкин картти» — çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14—22 çулсенчи ачасемпе граждансене параççĕ. 2021 çулта карта балансĕ çинче — 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ пулĕ. Укçана культура мероприятийĕсемшĕн кăна тăкаклама юрать. Картăпа музейра, театрта, концерт залĕсенче, филармонире, çак проекта хутшăнакан ытти культура учрежденийĕсенче билет туяннă чухне ятарлă терминал («шурă терминал») урлă тÿлемелле. Картăна хатĕрлеме ыйтса çырнă заявкăсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă. Мероприятисен афишипе PRO Культура.РФ» порталта тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче «Культура» хушăмра паллашма пулать. Программăна пурĕ 800 федераллă, регионти тата культурăн уйрăм çын учрежденийĕсем хутшăнаççĕ. Çав шутран Чăваш Республикинчи 12 культура учрежденийĕ, патшалăхăн ултă театрĕ, 3 концерт учрежденийĕ, 3 музей. «Пушкин картти» программăна хутшăнакан учрежденисен йышĕ ÿссе пырĕ.

Ку программăпа килĕшÿллĕн спектакльсемпе, концертсемпе, куравсемпе интерактивлă мероприятисемпе паллашма пулать.

Районти вĕренекенсем те «Пушкин карттипе» усă курма пуçланă.

Поделиться:
Распечатать