1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
16 сентября 2021 г. 15:33

СУЙЛАВ - 2021: Кандидатсемшĕн тата партисемшĕн сасăлăпăр

Суйлавччен шутлă кунсем юлчĕç. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче тепĕр пилĕк çуллăха Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсене тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр. Камсене тата мĕнле йĕркепе суйламалла пулать? Сасăлав ирттерессипе уйрăмлăхсем пур-и? Çакăн çинчен аса илтерчĕ Тăвай территори суйлав комиссийĕн председателĕ Валентина Белова.

—Малтанах çакна каласа хăварам. Суйлав кунне сентябрĕн 19-мĕшĕ тесе палăртнă пулин те, суйлавçăсен сентябрĕн 17 тата 18-мĕшĕсенче те сасăлама ирĕк пулать. Коронавирус чирĕ иртсе пĕтмен-ха. Çавăнпа та суйлав ирттернĕ чухне унран асăрханасси тĕп вырăнта пулмалла. Çавна шута илсе, суйлав участокĕ-сенче çынсем йышлă пухăнни ан пултăр тесе, сасăлава виçĕ куна тăсма йышăннă.

Малтанах РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйласси пирки. Патшалăх Думине 450 депутат суйлаççĕ. Вăл шут-ран çуррине — 225 депутата — пĕр мандатлă суйлав округĕ-сем тăрăх.

РФ Патшалăх Думине суйланма 37-мĕш Канаш пĕр мандатлă суйлав округĕпе 8 кандидата тата пĕрлехи суйлав округĕпе 14 партие регистрациленĕ. Агитаци пынă тапхăрта суйлавçăсен вĕсемпе пуринпе те паллашма май пур.

Патшалăх Думин çĕнĕ йышне суйлама суйлавçăсене алла икĕ бюллетень параççĕ. Пĕри — пĕр мандатлă суйлав округĕпе конкретлă кандидатшăн сасăлама, тепри — пĕрлехи суйлав округĕпе парти списокĕшĕн сасăлама.

Апла пулсан суйлавçă пĕр бюллетеньре кандидат хушамачĕ тĕлне паллă лартать, тепĕр бюллетеньре — политика партийĕ тĕлне. Бюллетень форми стандартлă шутланать. Унтах кандидатсем пирки кĕскен çырса пĕлтерни пулать. Бюллетеньре уйрăм кандидатсен хушамачĕсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. Пĕрлехи округпа регистрациленĕ партисене бюллетеньре шăпа туртнине кура вырнаçтарнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлассине те çавăн пекех йĕркеленĕ. Республика парламенчĕ 44 депутатран тăрать. Вăл шутран çуррине — 22 депутата пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе суйлаççĕ, ыттисене — парти списокĕсемпе. Пĕр мандатлă суйлав округĕсем 22. Тăвай районĕ — пĕр мандатлă 6-мĕш Вăрмар суйлав округĕ шутĕнче. Асăннă округа Куславкка, Тăвай, Вăрмар районĕсем кĕреççĕ.

Республика Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлама та суйлав участокĕсенче суйлавçăсене икшер бюллетень параççĕ. Пĕри — конкретлă кандидатшăн тата тепри — парти списокĕшĕн сасăлама. Чăваш Ен Патшалăх Канашне суйланма вара 107 кандидата тата 10 партие регистрациленĕ.

Суйлава хутшăнакан кашни çынах суйлав участокĕнче алла 4 бюллетень илет: 2-шĕ РФ Патшалăх Думин депута-

чĕсене суйлама (пĕр мандатлă округ тăрăх тата партисен списокĕпе) тата республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ-сене суйлама (пĕр мандатлă округ тăрăх тата партисен списокĕпе).

Суйлав кунĕнче те, сасăлав кунĕсенче те участоксенче суйлавçăсене ирхине 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен йышăнаççĕ. Суйлава пыракансен хăйсемпе пĕрле паспорт илме манмалла мар. Суйлавçă хăйĕншĕн кăна сасăлама пултарать.

Пĕр-пĕр суйлавçă тĕрлĕ сăлтава пула суйлав участокне хăй тĕллĕн пыма пултараймасть пулсан, çакăн çинчен суйлав участокне сентябрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 19-мĕшĕнче 14 сехетчен пĕлтерме май тупмалла. Кун пеккисене киле пырса сасăлаттарĕç.

Суйлав участокĕсенче Роспотребнадзор чикĕлевĕсем сыхланса юлаççĕ. Суйлава пыракансене кашнине маска, ручка, перчетке параççĕ. Алăсене дезинфекцилемелле пулать.

Районти суйлавçăсем хăйсен гражданла яваплăхне кăтартасса, суйлава активлă хутшăнса çĕршыв тата республика парламен- чĕсене депутата суйлама чи тивĕçлисемшĕн сасăласса шанас килет.

Поделиться:
Распечатать