1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
16 сентября 2021 г. 15:09

Ял хăтлăланать

Енĕш Нăрвашри культура çурчĕ умне тимĕр карта тытнă, тротуар тунă, саксем, çÿп-çап ещĕкĕсем, электрохунарсем вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕн тата культура çурчĕн ĕçченĕсем чечексемпе йывăç тĕмĕсем лартнă, газонсем çине курăк акнă. Фонтан ĕçлеме пуçлани илĕртÿлĕхпе пуянлатнă.

Çывăхра — «Эпĕ Енĕш Нăрваша юрататăп» стела. Çапла «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» тĕллевлĕ федераци программине пурнăçа кĕртме 3 млн ытла укçа-тенкĕ тăкакланă.

Енĕш Нăрвашри çĕнĕ спорт площадкине вара вырăнти пуçару проекчĕ-пе килĕшÿллĕн туса пĕтернĕ. Объекта тума республикăпа район бюджечĕсенчен 1,7 миллион тенкĕ уйăрнă, пĕтĕмĕшле суммăн 7,9 процентне ял çыннисем хывнă. Вылямалли лаптăк резинăпа полимер никĕслĕ, ун йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Волейболла, баскетболла, мини-футболла вылямалли оборудованисем пур площадкăра.

—Çĕнĕ объектсене уçнă ятпа саламлатăп сире. Ялта ку центр халь пурне те илĕртет. Аслисемпе ачасем кунта выляса спорт ăсталăхне ÿстерĕç. Площадкăсене тума ял çыннисемпе активлă ушкăн та хутшăннă, республика, район администрацийĕсем пулăшнипе проектсем пурнăçа кĕнĕ,—тенĕ Енĕш Нăрвашри çĕнĕ объектсене уçнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.

Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ Елена Хомченко, район тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Артем Егоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин тата ыттисем тухса калаçнă уявра, енĕшнăрвашсене пушă вăхăта усăллă ирттерме суннă.

Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн Енĕш Нăрвашри шкулта вĕренекенсен командисем футболла вылянă.

Хăнасем кăçал юсаса çĕнетнĕ ялти музейпе те паллашнă. Асăннă ял çыннисем пуçаруллă, творчествăллă тата активлă пулнине палăртнă уявра. Çапла аталансах пырать Енĕш Нăрваш. Юлашкинчен культура çуртĕнче «Асамат» эстрада ушкăнĕ концерт программипе паллаштарнă.

Зоя ВАСИЛЬЕВА, Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн режиссерĕ:

Енĕш Нăрваш — районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Унта ĕçчен халăх пурăнать. Концерт программисем хатĕрлеме, спектакль лартма хаваспах хутшăнаççĕ вĕсем. Кил хуçалăхри ĕçсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кĕрхи, хĕллехи каçсенче ал ĕç тума, уçăлса çÿресе сывлăха çирĕплетме, кăмăл-туйăмсене çĕклеме те хирĕç мар вĕсем.

Çак кунсенче культура çурчĕ умĕнче канмалли лапам туса пĕтерсе уçрĕç енĕшнăрвашсем валли. Çавăн пекех спорта юратакансене те савăнтарчĕç, ятарлă спорт площадки туса пĕтерчĕç. Халь вырăнтах тĕрлĕ турнирсемпе вăйăсем йĕркелеме пултаратпăр. Ялта та хулари пек çакнашкал улшăнусем пулни, паллах, пурин кăмăлне те çĕклет, вăхăта усăллă ирттерме май парать.

Поделиться:
Распечатать