Редакцире ĕçленĕ майăн, сасăлавăн пĕрремĕш кунне мĕнлерех йĕркеленине пĕлес тесех, Тăвай ялĕнчи 2524-мĕш номерлĕ участока кандидатсемшĕн тата партисемшĕн сасăлама авăнăн 17-мĕшĕнче ирхине сакăр сехетех çитме тăрăшрăм. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă суйлав участокĕ.
Сасăлакансем чылайăнччĕ, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ хăшĕсем.
Пĕрремĕш хутра алăсене дезинфекциленĕ хыççăн, ÿт температурине виçрĕç, маскăпа ручка, перчетке пачĕç. «Комисси иккĕмĕш хутра»,—тесе пĕлтерчĕç.
Тĕп библиотекăн вулав залĕнче суйлавçăсене кĕтсе илме пурте хатĕр. Комисси членĕсем ăшă кулăпа йышăнаççĕ суйлавçăсене. 4 бюллетень илнине çирĕплетсе алă пуснă хыççăн хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм.
—Суйлав аван, тÿрĕ те уçăмлă иртессе шанатпăр Тăвай ялĕн 2524-мĕш участокĕнче. Черетленсе кĕтсе тăрсах сасăлаççĕ ав çынсем. Суйлав йĕркине те общество организацийĕсен тата партисен представителĕсем сăнасах тăрĕç,—терĕ кунти участокри комисси председателĕ А.Титова.
Ман хыççăнах пĕр мăшăр, Натальяпа Александр Семеновсем, кĕчĕç суйлама.
—Эпир суйлакан депутатсем халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тата та ытларах ĕçлеччĕр,—терĕç вĕсем бюллетеньсене ещĕке янă майăн.
Пурте суйлава! Кашнин хутшăнмаллах, суйлаври кăтартусенчен те нумай килет пирĕн пурнăç условийĕсем мĕнлерех пуласси.