«Сенсаци: Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕнче политика партийĕсен хисепĕ пĕр хут çурă ÿсет. Историре пĕрремĕш хут республика парламенчĕ ултă партирен тăрĕ. Унта — тÿррĕн е куçăмлă пĕлтерĕшпе каласан та — çĕнĕ çынсем кĕнĕ»,—пĕлтернĕ Чăваш Енри Тĕп комисси председателĕ Александр Цветков.
Республикăн Патшалăх Канашне депутатсем суйланă чухне суйлавçăсем хăйсен сассисене çак партисемшĕн панă: «Единая Россия» — 34,96 процент, КПРФ — 21,35, «Справедливая Россия» — 15,13, ЛДПР - 7,06, «Партия пенсионеров» — 6,94, «Новые люди» — 5,93 процент.