1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
24 сентября 2021 г. 12:47

Хĕрарăмсене чысланă

Иртнĕ юнкун пирĕн районта пурăнакан Е.П.Никитинана (Ямпулат), М.В.Степановапа Н.Н.Никонорована (Кивĕ Пуянкасси), Р.С.Турхана (Тăвай) Хусан хÿтлĕх чиккине чавма хутшăнса активлăх кăтартнăшăн чысларĕç, асăну медальне панă. Централизациленĕ клубсен системин директорĕ А.Ю.Алексеева та чăваш халăхĕ 80 çул каялла тунă паттăрлăха малашне асра хăварма хăйĕн тÿпине хывнăшăн тивĕçлĕ пулнă çак сума.

Тылра ĕçленĕ хĕрарăмсене чыслама район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, «Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ» республикăри обществăлла организаци председателĕ Наталия Николаева, Чăваш Республикин ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова хутшăннă.

«Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ» организацин Тав çырăвĕпе районти активисткăсене наградăласа савăнтарнă.

Наци тумĕ хатĕрлекен ăстаçăсен куравĕ ĕçленĕ залра. Тăвайри искусствăсен шкулне çÿрекенсемпе вырăнти артистсем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарнă.

«Хĕрарăм - анне - тантăш» республикăри обществăлла организацин

программине çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явнă юлашкинчен.

Поделиться:
Распечатать