1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
24 сентября 2021 г. 22:43

Пĕр мандатлисем иккĕн пулĕç

Чăваш Енрен Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче пĕр мандатлисем иккĕн пулĕç: Анатолий Аксаков тата Алла Салаева. Çакăн пирки виçĕ кунхи суйлав итогĕсене пĕтĕмлетсе Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ.

«Çĕнтерÿçĕсен кăтартăвĕсем питĕ пĕр евĕрлĕ. 37-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Канаш округĕпе Анатолий Геннадьевич Аксаков çĕнтернĕ, вăл суйлавçăсен сассине 41,64 процент пухнă. 38-мĕш номерлĕ Шупашкар округĕпе çĕнтернĕ Алла Леонидовна Салаевашăн вара суйлавçăсен 39,63 проценчĕ сасăланă. Икĕ тĕслĕхĕпе те кăтартусем лайăх тата шанчăклă»,—тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, Патшалăх Думине хутăш суйлав системипе суйлаççĕ: 225 депутата — парти списокĕсемпе, тата 225-шне — пĕр мандатлă округсемпе. Чăваш Енре пĕр мандатлă суйлав округĕсем иккĕ: 37-мĕш номерлĕ Канаш тата 38-мĕш номерлĕ Шупашкар округĕсем.

Партисен хăйсен кăтартăвĕсене илес пулсан, Чăваш Енре Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче «Единая Россия» 37,18 процент, КПРФ — 22,51 процент сасă пухнă. «Справедливая Россия» — За правду» партишĕн суйлавçăсен 14,91 проценчĕ, ЛДПР-шăн — 6,79, «Новые люди» партишĕн 5,71 проценчĕ сасăланă. Ытти партисем пирĕн республикăра суйлавçăсен сассисене 5 процентран сахалрах пухнă.

--
331 13
Поделиться:
Распечатать