1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
24 сентября 2021 г. 23:01

Вакцинацилесси — тĕп вырăнта

Эрне пуçламăшĕнчи планеркăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ковидран сыхланас тесе вакцинацие анлăрах сарма май паракан цифра сервисĕсемпе усă курма сĕннĕ. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тесессĕн халăха хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăни те витĕмлĕ. «Вакцинаци тунă пирки QR-код параççĕ. Унпа вара çынсем халăх йышлă тухакан вырăнсене те çÿреме пултараççĕ»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви цифра платформине йĕркелеме шутлать. Чиртен асăрханас тĕлĕшпе тунă сертификатсем пирки унта тĕрлĕ информаци те пулĕ.

«Цифра платформи бизнес-процессене питĕ хăвăрт аталантарма, вакцинациленнисен учет политикине тытса пыма та, çавăн пекех граждансене вакцинациленме тĕрлĕ май туса хума май парать»,— ăнлантарнă ЧР цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина.

Учрежденисене çÿренĕ чухне смартфон çителĕклĕ пулĕ, патшалăх услугисен порталĕн приложенийĕсенче QR-код пур.

Регионта коронавирус инфекцийĕ сарăлса пынине шута илнĕ май, хăш-пĕр çирĕплĕхсем пулма пултарасса асăннă.

Тăвай больницин тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева каланă тăрăх, чирлекенсем юлашки кунсенче палăрмаллах ÿснĕ. Сентябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне чирлисен хисепĕ пандеми пуçланнăранпа 652 çынна çитнĕ.

«Хальхи вăхăтра вакцина çителĕклĕ, хăрушă чиртен пурне те прививка тутарма чĕнсе калатăп. Халĕ, грипп хăвăрт сарăлас хăрушлăх пысăк чух, чиртен сыхланса прививка тăвасси малалла пырать»,—терĕ Татьяна Дмитриевна.

Вакцинаци тăвассине хăвăртлатма больницăн тухса çÿрекен бригадăн ятарлă графикне тунă. Анчах çынсем пуçтарăнманнипе графике улăштарасси те пулать. Чирлекенсем хушшинче юлашки кунсенче шкул ачисемпе тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсем ытларах, 80 çултан иртнисем те пур. Çакăн пек лару-тăрура вакцинациленесси тĕп вырăнта пулмалла пек, анчах та прививка тăвассине туллин йĕркеленĕ теме çук-ха. Унăн кăтартăвĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕккĕ. Çак вăхăт тĕлне 3250 çын вакцинациленнĕ, унăн тулли курсне 3042 çын вĕçленĕ. 62 çын ревакцинацине хутшăннă, пурте тенĕ пекех «СпутникЛайт» препаратпа укол тутарнă.

331 13

Поделиться:
Распечатать