1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
3 сентября 2021 г. 20:06

Хамăр сывлăхшăн хамăрăн та тăрăшмалла

Районта коронавирус чирĕ сарăлассине чарас ыйту çав-çавах пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çавăн пекех инфекцие хирĕç вакцинаци тăвасси те, вăл пирĕн районта республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Вĕт вакцинаци усал амакран сыхланмалли пĕртен пĕр мел шутланать. Иртнĕ эрнере ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Алексей Кизилов районта пулнă, Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче ФАП çуртне тăвассипе интересленнипе пĕрлех çынсене вакцинацилессине мĕнле йĕркеленипе паллашнă, çак ĕçе вăйлатмалли çинче чарăнса тăнă.

Тăвай больницин тĕп врачĕпе Алексей Степановпа çак ыйтусем тавра калаçу пуçарнă майăн, коронавирус инфекцине хирĕç прививка тăвас ĕç мĕнле пынинчен пуçларăмăр.

— Районта ĕнерхи кун тĕлне ковидран 3055 çын (планпа пăхнин 43,4 проценчĕ) вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе прививка тутарнă, вĕсенчен 2771-шĕ (39 процент) çак курса туллин вĕçленĕ. Усал чирпе нушаланакансем хушшинче ачасемпе çамрăксем сахал мар. Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ, вирус татах сарăлма пултарать. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем çакăн пек лару-тăрура прививка тутарасси çине яваплă пăхнине палăртас килет. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак тытăмри 357 çын (79 процент) вакцинациленнĕ,— пĕлтерчĕ Алексей Владимирович.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан, çынсем сыхлăх мерисене пăхăнма пăрахнă тесен те йăнăш пулмĕ. Маскăсемпе çÿрекен сахал. Суту-илÿре тăрăшакансенчен те хăшĕ-пĕри ăна янах çине антарнипех çырлахать. Маларах пĕр хутчен усă курмалли маскăсемпе тивĕçтеретчĕç тавар туянакансене, халĕ вĕсем те «çухалчĕç». Халăх йышлă пулакан вырăнсенче хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмаллах, социаллă дистанцине пăхăнмалла. Чи малтанах, хамăр сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла.

Пандеми пуçланнăранпа район территорийĕнче 559 çын чирленĕ. Иртнĕ эрнере çак амак 14 çынна ернĕ. Тишкерÿрен çакă курăнать, вĕсенчен пĕри те прививка тутарман, маларах чирлесе ирттернисем тепĕр хут инфекциленнĕ тĕслĕх те сахалах мар. 60 çул тултарнă тата унтан аслăрах çынсене прививка тăвасси уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтать. Вĕсене хăйсен сывлăхне упрама ыйтасшăн. Пит тухса çÿреме ан тăрăшăр. Районта çав ÿсĕмрисен 31 процентне вакцинаци тунă. Çак ушкăнрисен уйрăмах чирлес хăрушлăх пысăк — вĕсенчен чылайăшĕ ытти чирпе те аптăрать. Экспертсем вĕсене «Спутник Лайт» вакцина юрăхлă тесе пĕлтереççĕ. Ку вакцинăпа малтан пĕрре прививка тунă, халĕ тепре тăвас текенсене те сĕнеççĕ. Çавăнпа пĕрлех чирлесе ирттернисем те унпа вакцинациленме пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра «Спутник V», «ЭпиВакКорона», «КовиВак» препаратсемпе прививка тăваççĕ. Вĕсем район больницине çителĕклĕ килсе тăраççĕ. «Спутник Лайт» вакцина пирки (пĕр хутчен тумалли) çÿлерех асăнтăмăр, унпа ытларах чухне ревакцинацилеççĕ.

РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви тепĕр вакцинăна — «ЭпиВакКорона-Н» — регистрациленĕ. Ку дозăпа икĕ укол тумалла, вĕсен хушши 21 кунпа танлашмалла. Препарат — 18-60 çулхисем валли.

Куллен тенĕ пекех тĕп больницăн мобильлĕ бригади ялсенче пурăнакансене вакцинаци ирттерме çула тухать. Ку ĕç ятарлă графикпе пулса пырать. Ăна район шайĕнче, çынсемшĕн меллĕ пултăр тесе, йĕркеленĕ. Çывăх кунсенче вăл çак ялсенче пулĕ: сентябрĕн 3-мĕшĕнче — Амалăхпа Сăхăтпуçĕнче; 6-мĕшĕнче — Çĕнĕ Пуянкассипе Тăрмăшра; 7-мĕшĕнче — Нÿшкассинче. Çынсем пуçтарăнсан ĕç коллективĕ-сене те çитеççĕ медицина ĕçченĕсем. Çапла майпа вĕсем садиксенче, район администрацийĕнче, «Акконд агро-фирма» обществăра тата ытти çĕрте пулнă.

Вакцинаци тутарса кăна чир-чĕр сарăлассине контрольте тытма пултарăпăр. «Антитела пур-ха, пире чир лекмест»,— тесе калакансем те пур-ха. Вĕсене те чир шеллесе тăмасть. Прививка тутарнисем кун пек чух чире çăмăлтарах парăнтараççĕ тесе каласшăн. Коронавируспа пĕрлех кĕрхи кунсенче вируслă чирсен çивĕчленÿ тапхăрĕ пуçланнине аса илтересшĕн. Çавна май районти тĕп больницăна, ялсенчи сиплев учрежденийĕсене прививка тумалли вакцинăсемпе тивĕçтернĕ. Коронавируспа грипран прививкăсене пĕрле тутарма юрамасть, вĕсен хушши пĕр уйăх пулмалла

Поделиться:
Распечатать