1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
3 сентября 2021 г. 19:32

видеосăнав

Çуррине ытла вырнаçтарнă

Чăваш Енре сентябрьти суйлавсене хатĕрленсе видеосăнав камерисен çуррине ытла вырнаçтарнă. Пĕтĕм видеоинформаци оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче вырнаçакан обществăлла сăнав Центрне пырса тăрĕ. Унта Чăваш Енри тĕрлĕ суйлав участокĕсенчен видео курăнакан 8 монитортан тăракан пысăк видеостена çирĕп-летсе лартаççĕ.

Видеосăнав суйлав участокĕсенче сентябрĕн 17, 18 тата 19-мĕшĕсенче талăкĕпе — çĕрле те, кăнтăрла та пырĕ.

«Суйлав участокĕсенче, трансляци пыракан çĕрте, сасăлав пÿлĕмне туллин кăтартас тĕллевпе, икĕ вырăнтан ÿкереççĕ. Камерăсем сейф-пакетсем бюллетеньсемпе упранакан тимĕр ещĕксем патне никам та пыманнине кăтартмашкăн каçхине те ÿкереççĕ»,—ăнлантарса парать Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Олег Ефимов.

Видео онлайна обществăлла сăнав Центрĕнче пăхма пулать. Кандидатсем тата хăйсен кандидачĕсене тăратнă политика партийĕсем, тата çавăн пекех Обществăлла палата сăнавçисем сасăлав мĕнле пулса пынине хăйсен офисĕ-сенчен те дистанци мелĕ-пе сăнаса тăма пултараççĕ.

«Хальхинче трансляци ятарлă портал çине пырса тăрать, унпа пур парти те, çав шутра вĕсен регионсенчи уйрăмĕсем те, усă курма, хăйсен видеосăнав штабĕсене йĕркелеме те пултараççĕ. Аккаунтсене суйлав процесĕн пур тĕп участникĕ те илет: пĕр мандатлисем, обществăлла палатăсем, çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем, Президент çумĕнчи çын прависене хÿтĕлекен Канаш. Тата, паллах ĕнтĕ, трансляцие пур обществăлла сăнав центрĕсенче те пăхма майсем пулаççĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те йĕркелеççĕ»,—палăртнă Раççейри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Элла Памфилова.

Трансляцисемпе татти-сыпписĕр тивĕçтерме талăкĕпех техника пулăшăвĕ йĕркелеççĕ.

Поделиться:
Распечатать