1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
12 января 2022 г. 12:47

Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ тата Раҫҫей прокуратурин органĕсене йĕркеленĕренпе 300 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп!

Право хуралĕн чи аслă институчĕсенчен пĕри пулнă май прокуратура органĕсем саккунлăхпа право йĕркин хуралĕнче виҫĕ ĕмĕр ҫирĕп тăраҫҫĕ, патшалăх, общество тата граждансен интересĕсене шанчăклă хӳтĕлеҫҫĕ.

Эпир ҫамрăк сотрудниксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕслĕх кăтартакан ят-сум ҫĕнсе илнĕ ветерансен пысăк ăсталăхне хисеплетпĕр, паянхи кун ведомствăн мухтавлă йăли-йĕркине малалла тивĕҫлипе тăсакансене чыслатпăр.

Сирĕн тухăҫлă ĕҫĕр, йĕркелĕхĕрпе ҫирĕплĕхĕр Чăваш Республикинчи тăнăҫлăха упрамалли, тĕрлĕ сферăра саккунлăха тивĕҫтермелли, регионăн кал-кал аталанăвне йĕркелемелли, ҫынсен пурнăҫ шайĕпе пахалăхне ӳстермелли тĕп шăнăр пулса тăраҫҫĕ.

Сире ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, пархатарлă службăра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп!

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ.

 

Поделиться:
Распечатать