1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
16 октября 2022 г. 8:59

Телейлĕ кил-йыш пуçĕ

Тăвай ялĕнчи хăтлă хваттерте йăва çавăрнă Олег Михайловичпа Ирина Витальевна Дмитриевсем, пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнаççĕ вĕсем. Çемье пуçĕ Элпуç ялĕнчен, мăшăрĕпе вунă çул пĕр класра пĕлÿ пухнă. Чипер каччă сарă çÿçлĕ кăвак куçлă хĕре кăмăлланă та, вĕçертмен хăйĕнчен.

— Питĕ пултаруллăччĕ вăл. Туслăх юратăва куçрĕ те, 2004 çулхи çĕртме уйăхĕнче туй турăмăр, алла-аллăн тытăнса пурăнма пуçларăмăр, 18 çул сисĕнмесĕр хыçа юлчĕ çапла,— иртнĕ çулсене аса илет хаваслă кулăллă арçын.

Олег Михайлович улттăмĕш çул Тăвайри П.Х.Бухтулов ячĕллĕ шкулта завхозра вăй хурать. Спортăн хăш-пĕр тĕсĕсемпе çывăх туслашнă вăл. Районта ирттерекен ăмăртусене хаваспах хутшăнать, Хисеп грамотисемпе медальсене тивĕçет пултаруллăскер, ачисене спорта юратма вĕрентет. Çĕрпÿре ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ.

Ирина Витальевна — Тăвайри тĕп библиотека ĕçченĕ. 2001 çултанпа тимлет хĕрарăм вулавăшсенче, малтан Ураскассинче, унтан район центрĕнчи библиотекăсенче ырă тĕслĕх кăтартнă. Чăваш патшалăх университетĕнчи управленипе психологи факультетĕнче заочно майпа вĕренсе педагог-психолог специальноçне алла илнĕ. Чылай мероприятире пултарулăхне кăтартнă, тăрăшулăхĕшĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă, 2007 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илнĕ.

Дмитриевсем виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Аслă ачи Егор ятлă, Тăвайри вăтам шкулта çиччĕмĕш класра пĕлÿ пухать, лайăх паллăсемпе кăна туслă вăл. Иккĕмĕшĕ — хĕрача. «Дашенька»,—тесе чĕнеççĕ ăна. Кăçал иккĕмĕш класа çÿреме пуçларĕ. Ачашшине, тепĕр ывăлне Максим ят панă туслă мăшăр. Район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденире пушă вăхăтне ирттерет вăл.

— Телейлĕ ашшĕ эпĕ. Юратнă мăшăрпа канашласа тăватпăр кулленхи тивĕçсене. Ĕç патне алли пырать унăн, ачасемпе тĕрлĕ конкурссене хутшăнма та вăхăт тупать Ирина Витальевна. Пысăк йышпа хаваслă пурăнма. Хĕрпе ывăлсен пурнăçĕнче ытларах туслăх хуçалантăр тесе тимлетпĕр куллен. Çывхаракан ашшĕсен кунне пĕрле уявлатпăр, — вĕçлерĕ калаçăвне О.Дмитриев

Поделиться:
Распечатать