1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
24 октября 2022 г. 12:45

Вĕрентекенĕ те, ачисем те маттур!

Тăвайри вăтам шкулта историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентекен Ирина Витальевна Порфирьева ертсе пыракан «Следопыт» отряд кăçал çĕртме уйăхĕнче Ярослав облаçĕнчи Углич районĕнчи Сергиевски ялĕ çывăхĕнчи хÿтлĕх чиккисене чавса вилнĕ чăвашсен вилтăприйĕсем патĕнче пулнă. Çавăн пекех Дмитрий Иванов шыравçăпа пĕрле Ирина Порфирьева учительница Калуга облаçĕнчи Барятинск районĕнчи шырав ĕçĕсене хутшăнса çурла уйăхĕн-че таврăннă. Çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе ачасене интереслентерме пултарни Ирина Витальевна хăйĕн тивĕçĕсене чуна парса пурнăçланине çирĕплетет.

Тăвайри вăтам шкул 160 çул тултарнине палăртнă уявра вăл ĕçри тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçланине пысăка хурса хакларĕç, РФ çутĕç министерствин Тав çырăвне парса чысларĕç.

... Тăвайри вăтам шкула 1982 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ Ирина Витальевна. Çутă ĕмĕт-тĕллевлĕ пĕлÿ сукмакĕ Н.А.Некрасов ячĕллĕ Костромари педагогика институчĕн историпе педагогика факультетне илсе çитернĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист 1988 çулта тăван ене таврăнать, Тăвайĕнчи вăтам шкулти ачасене историпе обществоведени предмечĕ-сене вĕрентме пуçлать. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче те вăй хурать пĕр хушă. Вĕренекенсене хăйĕн предмечĕсемпе тĕрлĕ майпа интереслентерме тытăнать. Кашнинпе уйрăмшарăн ĕçлеме тăрăшать.

Ирина Витальевна 34 çул ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе вăй хурать.

Аслă категориллĕ учительницăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче çĕнтереççĕ. Хăй те профессиллĕ ăсталăхпа çыхăннă тĕрлĕ конкурссене хутшăнса палăрать, мала тухать. Пултаруллă педагог тĕрлĕ сума тивĕçнĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕленисен асне упрас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, шырав ĕçĕнче палăрнăшăн III степеньлĕ паллăпа пĕлтĕр наградăланă. Кăçал вара Сăр тата Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă асăну медалĕпе чысланă. Тăвай ен ентешлĕхĕн Тав çырăвĕ те пур вĕсен хушшинче.

Шкул директорĕн советникĕ пулнă май çамрăксен ăсталăхĕпе тавракурăмне йĕркелессипе чылай ĕçлет халь.

Ĕçре те, общество пурнăçĕнче те маттур хĕрарăм. Вĕренекенсене тăван ял урамĕсен тасалăхĕшĕн тăрăшма хăнăхтарать. Пĕрле ĕçлекенсем те, ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ ăна.

Ывăлĕпе хĕрĕ пурнăç çулĕ çине тăнă И.Порфирьеван.

Артур Александрович Шупашкарти иккĕмĕш номерлĕ больницăра рентгенологра ĕçлет. Çемьере икĕ ача çитĕнет. Хĕрĕ, Анастасия Александровна, Чăваш патшалăх университетĕнче ют чĕлхе факультетĕн-че вĕреннĕ, çемьеленнĕ, пĕр ача çитĕнтереççĕ мăшăрĕпе...

Ирина Витальевнан вĕренекенĕ Дмитрий Иванов нумаях пулмасть «Манăн Раççей — Петроград хули» маршрутпа экскурсире пулнине асăнса хăварас килет тата. Вăл вунпĕрмĕш класра вĕренет. Шырав енĕпе аслă пĕлÿ илме çул тытасса шанать учительница.

Хальхи вăхăтра вара Элла Ильинапа Настя Павлова шыравçăсем активлă пулнăшăн Раççейри «Орленок» лагерьте канаççĕ, тĕпчев енĕпе пĕлĕвне ÿстереççĕ.

Тепĕр ырă хыпар пур шыравçăсен. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Следопыт» отрядри Дмитрий Иванов, Валерия Юркина, Кира Александрова вĕренекенсем тата Ирина Порфирьева учительница кашни çулах республикăра иртекен «Чĕре астăвăмĕ» фестивале каяççĕ. Виçĕ кун пулаççĕ унта. Çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланĕç, хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарĕç.

 
Поделиться:
Распечатать