1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
30 октября 2022 г. 18:36

Олег Николаев поздравляет с Днём работника автомобильного и городского пассажирского транспорта

Транспорт отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв пассажирсем турттарассине куллен тата талӑкӗпех тивӗҫтерсе тӑракан, экономикӑпа промышленноҫа тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, ҫынсен куҫӑмлӑхӗпе пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан мӗнпур ҫынна – водительсемпе диспетчерсене, автослесарьсемпе механиксене, автотранспорт предприятийӗсен ӗҫченӗсене – ӑшшӑн саламлама май паракан лайӑх мел.

Эсир кал-кал ӗҫленине пула пассажирсем турттарас ӗҫӗн калӑпӑшӗ ӳсет, транспорт инфратытӑмӗн объекчӗсем вара хастарлӑн ҫӗнелеҫҫӗ тата ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ.

Паянах Шупашкар хулинчи пӗрре виҫҫӗмӗш пайне ҫӗнетнӗ троллейбус паркӗ пирки уҫҫӑн калама пултаратпӑр. Вӑл тӳрех ҫӳреме меллӗ те пысӑк 60 троллейбуспа, Ҫӗнӗ Шупашкарти парк вара ҫавнашкал 8 транспорт хатӗрӗпе пуянланчӗ. 2024 ҫулта Чӑваш Республики тата 40 троллейбус илет.

Пассажирсем турттарас ӗҫ пӗр вырӑнта тӑмасть тата ҫынсен ыйтӑвӗсене шута илессине тӗпе хурать. 2024 ҫулта муниципалитетсем хушшинчи «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» троллейбус маршручӗсем уҫӑлмалла, ҫакӑ асӑннӑ хуласем хушшинче пассажир транспорчӗпе ҫӳрессипе, уйрӑмах ирхи тата каҫхи сехетсенче, ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама май парать.

Отрасле цифрӑласси ҫине тимлӗн пӑхнине те палӑртса хӑвармалла, интеллектлӑ транспорт системисем пассажирсем турттарас ӗҫе меллӗ, юрӑхлӑ тата хӑрушлӑхсӑр майпа тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ.

Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ҫӑмӑл мар ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп. Ҫитӗнӳсем, аварисӗр ҫӳрев, ҫул ҫинче ӑнӑҫу сунатӑп.

Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх та пур тӗрлӗ ырлӑх!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег НИКОЛАЕВ.

Поделиться:
Распечатать