1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
9 октября 2022 г. 23:18

Поздравление Олега Николаева с Днём работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕпе саламлатăп!

Кашниех сирĕнтен çăмăл мар, анчах пархатарлă, республикăна тата çĕршыва паха апат-çимĕçпе тивĕçтерекен çĕр ĕçне суйласа илнĕ.

Санкцисен витĕмĕнчи кăткăс экономика лару-тăрăвĕнче тата çуркуннехи ăнăçсăр çанталăка пăхмасăр патшалăх пулăшнипе ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра тата туллин вĕçлеме май килчĕ.

Ял хуçалăхне аталантарассин, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин пĕлтерĕшне ăнланса юлашки пилĕк çулта Чăваш Енри агропромышленноç комплексне пулăшассине икĕ хут вăйлатнă, 2020-2022 çулсенче 12 миллиард ытла тенкĕ е маларахри виçĕ çултинчен 1,5 хут ытларах уйăрнă. Агропромышленноç комплексне паракан укçа-тенкĕре республика тÿпи пысăк. Çакă техника тата технологи потенциалне аталантарма, выльăх-чĕрлĕх шутне тата продуктивлăха  ÿстерме, производствăна пысăклатма, суту-илĕве вăйлатма май парать.

«АПК продукцийĕн экспорчĕ» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республики пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кайăк-кĕшĕк какайне виçĕ хут, çăмарта 65 хут, çу культурисене 1,7 хут ытларах ăсатнă. Кунсăр пуçне кондитер тата çăкăр-булка изделийĕсем, шăккалат, тип çу, чей, качака сĕчĕ экспорта каять.

Чăваш аграрийĕсен бренчĕ çулран-çул çирĕпленсе пырать, чăваш апат-çимĕçĕ пахалăх тата тасалăх палли пулса тăрать. Çакна регионти ял хуçалăх таварне туса илекенсем Пĕтĕм Раççейри, тĕнчери конкурссенче çĕнсе илекен наградăсем çирĕплетеççĕ.

Сире ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата тăван çĕре юратнăшăн тав тăватăп. Малашне те пуçарусене ăнăçлă ĕçе кĕртмелле пултăр. Эпир сире пулăшăпăр! Çирĕп сывлăх, ырлăх, телей сунатăп!  

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                              Олег  НИКОЛАЕВ

Поделиться:
Распечатать