Паян та ир-ирех Тăвай больницин флюорографи кабинечĕ умĕнче çынсемччĕ. Александр Васильев рентгенолаборант ялсенчи ФАПсенчи медработниксен ыйтăвĕсене тивĕçтерме те, тĕрĕслĕве пынă çынсене йышăнма та ĕлкĕрчĕ. Канаш ыйтакан хĕрарăмпа чуна уçса калаçса хумханăвне сирчĕ.
Флюорографи тĕрĕслевне çулталăкра пĕр хутчен тухмаллине, çакă чире тупса палăртма, çийĕнчех сипленме май панине ăнлантарчĕ.
Хăйсен сывлăхĕшĕн шухăшламаннисене асăрхаттарма та тивет тепĕр чухне. Районта нумайăшне пĕлет вăл, хăйне те паллаççĕ. Сăпайлăхĕ-пе, ырă кăмăлĕпе туртать вăл хăй патне. Ăшă сăмахĕсемпе те сиплет. Кăмăллă унăн ĕçĕпе ертÿçĕсем те.
Тенеяль каччи Тăвайри вăтам шкул хыççăн Канашри медучилищĕре фельдшер-акушер специальноçне алла илнĕ. Йăнтăрчăри ФАПра пĕр уйăх кăна ĕçлеме ĕлкĕрет фельдшерта, çамрăка салтака илеççĕ. Пултарулăхпа палăрнăскере санинструктор пулма шанаççĕ. Алекс ндр Васильев служба тивĕçне ăнăçлă татса Тăвай енех таврăннă. 1985—2003 çулсенче санитарипе эпидемиологи станцинче дезинструкторта, унтан врач-эпидемиолога пулăшаканра тăрăшнă. 2003 çултан паянхи кунчченех Тăвай больницинче рентгенлаборантра вăй хурать. Медицинăри ĕç стажĕ — 37 çул. Хăйĕн ĕç наставникĕсене Виктор Иванович Самарин врач-рентгенологпа Игорь Николаевич Гаврилов лаборанта ырăпа аса илсе тав тăвать.
Александр Николаевич — ăста специалист. Пур тивĕçе те ăнăçлă пурнăçлать. Рентгенодиагностика аппарачĕсене алла илнĕ. Тĕрлĕ курссенче пĕлĕве ÿстерсе пыни те ĕçре пулăшать. Техника тĕлĕшĕнчи пĕчĕк кăлтăксене юсама аллисем çыпăçуллă. Коронавируспа кĕрешнĕ чухне те ăнланулăхпа чăтăмлăхне кăтартрĕ. Рентген тĕрĕслевĕ витĕр чир шайне тĕрĕс палăртса сиплеве йĕркелеме пулăшрĕ. Рентгеноаппаратпа хуçăлнă ал-урана, ытти сурансене çийĕнчех ÿкерсе илни, вăхăтра сипленни хăвăрт ура çине тăма май парать чирлисене. Медицина ĕçченĕшĕн ĕç кунĕн норми çук. Чĕнсен кирек хăш вăхăтра та пулăшма васкать.
Мĕн чухлĕ çынран тав сăмахĕ илтмен-ши Александр Васильев 37 çул хушшинче? Çакă мар-и-ха ырă ĕçĕн сăвапĕ. Ахальтен-и унăн сăнĕ райбольницăн Хисеп хăми çинче. Тĕрлĕ шайри мухтав хучĕсене, çав шутра ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçни те тÿрĕ кăмăлпа ĕçленин хаклавĕ. Çемьери килĕшÿпе татулăх ĕç ăнăçлăхĕ- нче палăрать. Мăшăрĕпе Полина Павловнапа хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă. Инна университетра, Денис техникумра вĕренсе пĕлÿ илнĕ, ĕçлеççĕ. 4 мăнук çитĕнет.
Çак канăçсăр профессине суйланăшăн нихăçан та ÿкĕнмен Александр Николаевич. «Çемьере ăнланни тем пекех паха. Юратнă ĕç савăнăç кÿрет. Ирхине ĕçе каяс килет, çакă ĕçре тупнă чун канăçĕпе телей пулĕ»,— тесе кăмăллăн хуравларĕ вăл уйрăлнă май.