1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
18 ноября 2022 г. 17:10

Владимир Борисович Михайлов -  Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ

Иртнĕ  эрнере  район администрацийĕн ларусен залĕнче Тăвай муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Алексей Степанов ертсе пынипе пĕрремĕш созыври Тăвай муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ виççĕмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне суйланма кандидатурăсем суйласа илес тĕлĕшпе конкурс ирттерекен комисси членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зорин тата Леонид Пронин, муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем тата хăнасем хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри — Чăваш Республикин Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхне суйласси.

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне суйланма кандидатурăсем суйласа илес тĕлĕшпе конкурс ирттерекен комисси председателĕ, конкурс итогĕсем çинчен пĕлтернĕ. Конкурс итогĕсемпе комисси муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвне икĕ кандидат тăратнă. Уççăн сасăласа депутатсем Чăваш Республикин Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхне Владимир Борисович Михайлова суйлани çинчен решени йышăннă.

Владимир Михайлов депутатсене тата конкурс комиссийĕн членĕ- сене хăйне шаннăшăн тав тунă. «Эпир хамăрăн тăван Тăвай муниципалитет округĕн ырлăхĕшĕн пĕрле тăрăшса ĕçлĕпĕр. Эпĕ пысăк шанăçшăн пурсăра та тав тăватăп. Пĕрле эпир хамăр умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пултаратпăр, пирĕн тĕп тĕллев вара — çынсен ырлăхĕ».

Аса илтеретпĕр, Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕнче Владимир Борисович 2020 çулхи ноябрьтенпе ĕçлет.

Çакăнсăр пуçне депутатсем Тăвай муниципалитет округĕн Уставне пĕр саслăн çирĕплетнĕ, Тăвай районĕн 2022 çулхи тата 2023, тата 2024 çулсенчи планлă тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртнĕ. Пурĕ 25 решени йышăннă.

 

Поделиться:
Распечатать