1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
20 ноября 2022 г. 22:29

Олег Николаев поздравляет с Днем работника транспорта

Транспорт отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Транспорт ĕҫченĕн кунĕ - транспорт комплексĕн мĕн пур отраслĕн представителĕсене пĕрлештерекен уяв - ячĕпе саламлатăп.

Чăваш Ен транспортăн пысăк узелĕ пулса тăрать, кунта чукун ҫул, шыв ҫулĕсем, автомобиль магистралĕсем тата авиаци ҫыхăнăвĕ пĕр-пĕринпе хĕресленеҫҫĕ.

Сирĕн отрасль Чăваш Республикин экономика аталанăвĕшĕн, пирĕн граждансен пурнăҫ шайĕпе пахалăхне ӳстерес тĕлĕшпе стратеги пĕлтерĕшлĕ.

Эсир кал-кал ĕҫленине кура пассажирсене илсе ҫӳресси, груз турттарасси ӳссе пыраҫҫĕ, транспорт инфратытăмĕн объекчĕсем ҫĕнелеҫҫĕ. Тĕслĕх вырăнĕнче  - Шупашкарти аэровокзалăн пĕлтĕр пуҫарнă анлă реконструкцийĕ, ҫĕнĕ Раҫҫей историйĕнче пуҫласа регионсен хушшинчи «Валдай-45Р» карапсемпе ҫынсене илсе ҫӳремелли маршрутсене хута яни.

Кăҫалхи 10 уйăхра Шупашкар хулинчи пĕтĕм тĕнчери аэропорт пассажирĕсен шучĕ 400 пине ҫитнĕ, чукун ҫулăн хула ҫумĕнчи маршручĕсенче ҫак йыш 350 пине яхăн ҫынпа танлашнă, шыв транспорчĕпе - 83,5 пин, автомобиль транспорчĕн яланхи маршручĕсем ҫинче - 73 пин ытла пассажир.

Сире хăвăрăн профессие парăннăшăн, пархатарлă ĕҫĕршĕн тав тăватăп, телей, сывлăх, ҫĕнĕ горизонтсем сунатăп, пассажирсемшĕн вара ҫул ҫӳресси яланах хăтлă та кăмăллă пултăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                    Олег НИКОЛАЕВ

Поделиться:
Распечатать