1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
25 ноября 2022 г. 14:31

Чăваш тĕрри-эрешĕ

Çак кунсенче «Радуга» ача садĕн- че чăваш тĕррин кунне халалланă мероприятисем иртнĕ. Тематика занятийĕсенче ачасем чăвашсен авалхи алăсталăхĕпе паллашнă, халăх ăстаçисен пултарулăхне хаклама, тĕрĕ ĕçне хисеплеме вĕреннĕ.

Пĕчĕкрех ÿсĕмри ачасем наци тумтирĕн ÿкерчĕкĕсене пăхса савăннă, ытларах мĕнле тĕспе сăрланине тишкернĕ, тĕрĕсенче хĕвел ÿкерчĕкне тупса хавхаланнă. «Солнышко» тата «Бусинки» ушкăнсенчи ачасем вăйă картинче çаврăннă, чăваш наци культурин хăш-пĕр тумĕсене кăтартнă.

Уяв умĕн ачасем воспитательсем ертсе пынипе «Чÿречене чăваш эрешĕпе илемлет» акцие те хутшăннă.

Поделиться:
Распечатать