Район представителĕсем мобилизациленĕ çар çыннисен çемйисене пулăшу парас ыйтупа иртнĕ координаци центрĕсен ларăвне хутшăннă.
Вăл Çĕрпÿре иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов ертсе пынă.
Мобилизациленисен çемйисене пулăшу парассипе тухса тăракан ыйтусене çийĕн-чех татса пама халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен 23 центр никĕсĕ çинче координаци центрĕсем туса хунă. Вĕсене администраци пуçлăхĕсем ертсе- йĕркелесе параççĕ.
Пирĕн районта та ăна çакăн пек центр никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Вăл ĕлĕкхи кивĕ шкул çуртĕнче вырнаçнă. Асăннă центрсем мобилизациленисен çемйисемпе хутшăнсах тăраççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса параççĕ, социаллă тата ытти пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. Волонтерсене те явăçтараççĕ.