1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
25 ноября 2022 г. 15:03

Район хаçачĕсĕр ан юлăр!

Пирĕн çемье çулсерен тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Раççейри, республикăри, районти хыпарсене пĕлмесĕр епле пурăнайăн?

«Ял ĕçченĕ» хаçатпа вара 35 çул пĕрле. Вăл çемьен кĕтнĕ хăни, район хыпарçи, чун апачĕ.

Киле пырса паракан хаçат-журналсенчен чи малтан «Ял ĕçченне» алла илетпĕр. Темĕн тĕрлĕ хыпарсемпе паллашса кăмăллă юлатпăр.

Районта пурăнакан кашни çемьен ăна çырăнма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен вăл — район халăхĕшĕн тухса тăракан тăван хаçат. Ăна халĕ тĕрлĕ майпа çырăнса илме пулать. Çыхăну уйрăмĕ урлă çырăнсан, почтальонсем килех çитерсе параççĕ. Альтернативлă майпа редакцие пырса илмелле, ялсенчи лавккасенче сутуçăсем урлă çырăнма пулать, таварпа пĕрле хаçатне те илме кăмăллă пулĕ.

Тăванăмăрсем, Тăвай енĕн хисеплĕ çыннисем! Юратнă хаçата тепĕр çул валли çырăнма васкăр!

 

Первоисточник: М.Петрова. Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.
Поделиться:
Распечатать