1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 6 Октябрь 2024 г.
26 ноября 2022 г. 23:20

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем чувашской вышивки

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Тӗрӗ – Чӑваш Ен наци палли, вӑл пирӗн халӑхӑн пахаран та паха енӗсене: сӑпайлӑхпа ӗҫченлӗхе, ӑс-хакӑл пуянлӑхне тата илемлӗхе сӑ­нар-лать.

Икӗ ҫул каялла кӑна туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунӗ ҫав наци пуянлӑхне сыхласа хӑварма кӑна мар, ӑна халӑхра ытларах сарма тата ҫамрӑксен кӑ-мӑлне каймалла тума, хамӑрӑн сайра йышши культурӑна чӗртсе тӑратма тата малалла аталантарма пулӑшакан ҫӗнӗ вӑй пулса тӑма тивӗҫ.

Паян ҫак ҫамрӑк уявӑн ырӑ йӑлисем ытларах та ытларах вӑй илеҫҫӗ, ҫакӑ савӑнтармасӑр тӑма пултараймасть. Пирӗн республикӑри тӗрӗ ӑстисемпе культура учрежденийӗсен пӗрлехи вӑйӗпе ирттерекен анлӑ акцисем пӗтӗм ҫӗршывӗпех палӑрчӗҫ. Сӑмахран, Раҫҫей халӑхӗсен культура етке-рӗн ҫулӗнче пурнӑҫланӑ "Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти" проект пирӗн пысӑк ҫӗршывӑмӑрӑн пӗтӗм регионне пӗрлештерчӗ, халӑх искусствине тӗпчес ӗҫе хӑватлӑ вӑй кӳчӗ.

Пултаруллӑ ал ӗҫ ӑстисене тата ҫак тӗлӗнтермӗш искусствӑпа ҫы-хӑннӑ мӗнпур ҫынна уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!  Сире халичченхи ҫитӗ­нӳсемпе лӑпланса лармасӑр ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума тата хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫутӑ тӗллевӗре пурнӑҫлама сунатӑп! Сывлӑх, телей, ӗҫре тата пултарулӑхра паллӑ ҫитӗнӳсем!

Чӑваш Республикин Пуҫлăхĕ                                         Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать