1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
12 декабря 2022 г. 22:02

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём Конституции Российской Федерации

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем, хаклӑ ентешсем!

Сире пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа – Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн Кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Конституци саккунлӑхпа право йӗркин тӗрекӗ, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсен гарантийӗ, обществӑна демократилле аталантармалли шанчӑклӑ никӗс шутланать.

Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Республика халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне тата шайне ҫирӗп­пӗн ӳстерсе пырса шанчӑклӑн малалла утать, экономикӑпа промышленноҫ кал-кал аталанаҫҫӗ, наци йӑли-йӗркисемпе культура тивӗҫлипе сыхланса упранаҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн тӑван ҫӗрӗмӗрпе мухтанатпӑр, ӑна ӑнӑҫлӑ аталанма тата чечекленме пулӑшакан тӗп майсенчен пӗри Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ пулса тӑрать.

Пирӗн тӗллев – ҫӗршывӑн тӗп документӗнче палӑртса хӑварнӑ хаклӑх­сене сыхласа упрасси, вӗсен никӗсӗ ҫинче хамӑрӑн ачасемшӗн ӑнӑҫлӑ малаш­лӑх туса хурасси.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата хамӑрӑн республикӑмӑрпа пӗтӗм Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать