1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 27 Январь 2023 г.
14 декабря 2022 г. 9:48

"Раҫҫей чӑваш пики" конкурс иртрӗ

"Раҫҫей чӑваш пики" конкурс иртрӗ

Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Енри тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑннӑ чи маттур пикесем хушшинче "Раҫҫей чӑваш пики" конкурс пулчĕ. Кӑҫал Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ илем конкурсӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ конкурс чӑннипех те чӑваш халӑхӗ кӑмӑллакан мероприяти пулса тӑни залта тулли халӑх пулнинче те палӑрчӗ. Конкурс фойеренех пуҫланчӗ. Кунта чаплӑ ресторантинчен те тутлӑрах, техӗмлӗрех шӑршӑ тӑчӗ. Конкурс тӳрисем хӗрсен пултарулӑхне хаклама фойере йӗркеленӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗнчен пуҫларӗҫ. Мӗнле кӑна тутлӑ чӑваш апачӗ янтӑламан-ши пикесем. Ҫирӗм пӗр сӗтел йӑтӑнса кӑна тӑчӗ вӗт. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан хӗрсем жюри пайташӗсене хӑйсем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен пуян чӑваш чӗлхипе каласа пачӗҫ.

Уяв малалла концерт залне куҫрӗ. "Раҫҫей чӑваш пики" конкурса хутшӑнакан ҫирӗм пӗр пике акӑш пек ярӑнса сцена ҫине тухрӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Леонидович Клементьев илемлӗх ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине пӗлтерсе пурне те саламларӗ, хӗрсене вара ӑнӑҫу сунчӗ.

Пикесен илемлӗх ӑмӑртӑвӗ чӑннипех те илемлӗ те пуян пулчӗ. Чӑваш тумӗпе илемлӗн сцена тӑрӑх утасси, куракансене хӑйсемпе паллаштарасси, пултарулӑха тата ӑс -тӑна тӗрӗслес конкурссем куракансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ, хӗрсем ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине кӑтартса пачӗҫ.

Çак конкурса пирĕн районта çуралса ӳснӗ Пуянкасси пики Надежда Владимирова хутшăнни пире чунтан савăнтарчĕ. Хăйĕн пултаруллăхĕпе район чысне тивĕçлипех хÿтĕлерĕ. Эпир санпа мухтанатпăр, малалла та ӑнӑçусем тума сунатпӑр. Маттур, Надежда!

Поделиться:
Распечатать