1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 8 Май 2024 г.
16 декабря 2022 г. 11:34

Кадет пуласси — пысăк чыс та мăнаçлăх

Патриотла воспитани парасси — паянхи шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак тĕлĕшпе шкулсенче кадет класĕсем уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. 2017 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Тăрмăшри вăтам шкулти 14 вĕренекен кадет пулма тупа тунăччĕ. Кăçал вара вĕсем кадет класне вĕренсе пĕтерни çинчен свидетельствăсем илчĕç.

Раштавăн 12-мĕшĕнче вара Тăрмăш шкулĕнчи 5-мĕшпе 6-мĕш классенчи 28 ача кадетсен йышне кĕчĕ.

Пăлхануллă та яваплă самант. Ачасен куçĕсем савăнăçпа çуталса йăлкăшрĕç. Марш кĕввипе хитре те илемлĕ «çар» тумĕ тăхăннă ачасем кадетсен ялавне çĕклесе шкулăн актовăй залне утса кĕчĕç. Икĕ класри вĕренекенсем хăйсене кадет йышне илме ыйтса тупа турĕç.

Присяга тытнă ятпа кадетсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Олег Анатольевич Ломоносов саламларĕ.

— Тупа туса эсир хăвăр çине пысăк яваплăх илетĕр, дисциплинăна çирĕп пăхăнма, умри тĕллевсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма шантаратăр. Эсир Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулас тени тантăшăрсене те хавхалантарать, сирĕнтен тĕслĕх илме хистет,— терĕ вăл.

Çавăн пекех Вячеслав Николаевич Сергеев, Василий Васильевич Макаров, Вячеслав Гаврилович Сидоров, Геннадий Андреевич Николаев, Владимир Валерианович Федоров, Дмитрий Вячеславович Сидоров саламларĕç кадетсене.

Шкул директорĕ Светлана Владиславовна Николаева ачасене вĕренÿре те, ĕçре те яланах малти ретре пулма, кадетăн мăнаçлă ятне çÿлте тытма, Раççейĕн, Чăваш Енĕн тивĕçлĕ ывăлĕ-хĕрĕ пулса çитĕнме сунчĕ.

Кадет класĕнче ăс пухма тÿр килни — ачасемшĕн пысăк чыс тата мăнаçлăх.

 

Поделиться:
Распечатать