1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 21 Ноябрь 2024 г.
16 декабря 2022 г. 11:30

«Ял ĕçченĕн» тусĕсем нумайлансах пыччăр

Вырăнти пичет кăларăмĕсене альтернативлă майпа çырăннисем кашни эрнекун ялсенчи магазинсене, редакцие васкаççĕ. Хаçата илсе киличчен иртерех çитнисем кĕтсе ларнă май тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваççĕ. Пĕрисем иртнĕ е маларахри номерсенче пичетленнĕ интереслĕ корреспонденцисем пирки сăмах пуçараççĕ, страницăсенче вырăн панă сăн ÿкерчĕксем пирки сăмахлакансем те пур. «Хаçатри пĕлтерÿне вуласа холодильник хăвăрт юсаттартăм»,— хăйĕн савăнăçне пĕлтерет виççĕмĕшĕ. Çапла кĕтекенсемшĕн вăхăт иртни сисĕнмест.

Ял ĕçченне» алла илсен хăвăртрах уçкалама пуçлаççĕ вара сăрă шăршиллĕ номере. «Ай, Ананьевсене кăларнă пĕрремĕш страницăра»,— тет куçлăх тăхăннă хĕрарăм. «Лайăх тухать халь вырăнти пичет кăларăмĕ, тепĕр çул валли иртнĕ уйăхрах çырăнтăм ăна»,—шухăшне пĕлтерет ватă арçын. «Эп «Ял ĕçченне» вуламасăр пурăнаймастăп, темĕн çитмен пек туйăнать унсăр. Тахçантанпах çырăнатăп, пĕр йĕрке сиктермесĕр вулатăп»,— калаçăва хутшăнать хĕрлĕ куртка тăхăннă хĕрарăм. Пĕр çуртра пурăнакан Татьяна Семеновапа Елизавета Индюкова та çырăннă, вĕсен хаçачĕсене те илчĕ вăл.

Тăвай ялĕнче пурăнакан Мария Васильевна Швец та çапла (сăн ÿкерчĕк- ре) кашни эрнекунах кĕрсе тухать редакцие çĕнĕ номерлĕ пулма. Чи малтанах юлашки страницăпа паллашма пуçлать иккен.

— Çын вилнине пĕлтерекенни çук-ха хальхинче, çĕр çула çитиччен пурăнччăр пурте,— тет хаçат тусĕ страницăсене малалла уçса.

... Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă вăл, вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн строительство училищинче вĕреннĕ. Казахстанри стройкăсенче тăрăшнă, 1972 çулта ку енĕпе ĕçлеме тăван яла таврăннă. Ывăлĕпе хĕрĕ çемьеленнĕ, тăватă мăнук савăнтарать ăна.

Тивĕçлĕ канури хĕрарăм «Ял ĕçченĕ» хаçат номерне тăтăшах кĕтет, унпа тĕплĕ паллашса пушă вăхăтне ирттерет, ăна 2023 çул валли те çырăннă вăл.

Район хаçатне 2023 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма çырăнмалли кунсем нумаях юлмарĕç. Почта çыхăнăвĕсем, почтальонсем (хакĕ — 609 тенкĕ те 09 пус) тата Тăвай енри магазинсемпе редакци (350 тенкĕ) урлă çырăнса илме пулать.

«Ял ĕçченĕ» хаçата декабрĕн 25-мĕшĕччен çырăнакансем хушшинче лотерея вылявĕ йĕркелеççĕ, чейник-термос выляттараççĕ.

Хаçат тусĕсен йышĕ нумайлансах пытăр çапла.

Поделиться:
Распечатать