1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 21 Ноябрь 2024 г.
2 декабря 2022 г. 14:56

Чăваш тĕррин кунне халалласа

Мĕнле хитре чăваш тĕрри

Ун курăнмасть вĕçĕ-хĕрри.

В.Давыдов-Анатри

Йăлана кĕнĕ тăрăх, 2020 çултанпа эпир те Тăвай шкулĕнче Чăваш тĕррин кунне ирттеретпĕр. Кăçал çак уяв вăхăтĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата кĕçĕн классене вĕрентекенсем уроксенче чăваш тĕррин историйĕпе паллаштарчĕç, унăн пахалăхĕпе кăсăклантарчĕç.

Ачасем чăваш тĕррин уйрăмлăхĕсемпе хăйнеевĕрлĕхĕсене курма вĕренчĕç.

Çак кунах эпир, 8 «в» тата 8 «б» класра вĕренекенсем, районти культура керменĕнче Чăваш тĕррин кунне халалланă «Ăстаçă класĕ» занятине те активлă хутшăнтăмăр. Культура ĕçченĕсем ăна тĕлĕнмелле илĕртÿллĕ ирттерчĕç. Чи малтанах вĕсем çыруллă чăваш тĕррипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Ĕлĕкхи чăваш çыннин тĕрĕллĕ тумтирĕсен куравĕ пире хăйсем патне туртрĕ. Тĕрĕсен вăрттăнлăхĕсемпе интересленнĕ май, тĕрлĕ майпа тĕрлеме вĕрентрĕç. Арçын ачасем те ал ĕçĕпе питĕ кăсăкланчĕç, хĕр ачасенчен юласшăн пулмарĕç. «Ăстаçă класĕ» мероприятире тĕрлеме кăна мар, ташлама та, юрлама та вĕрентĕмĕр.

Татьяна МИХАЙЛОВА, Тăвай шкулĕнче 8 «б» класра вĕренекен.

 

Поделиться:
Распечатать