1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
2 декабря 2022 г. 15:03

ДЕКАБРĔН 3-МĔШĔ — ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ИНВАЛИДСЕН КУНĔ

Малашне те хавхалануллă пул, Вера!

Ыран пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ пулнăран та-и, хăйĕн хавхаланăвĕпе, çĕнтерĕвĕпе чире парăнтаракан ентешĕмĕрĕн Вера Мальцеван куллен-кунхи пурнăçĕ патне тепĕр хут таврăнма сăлтавĕ пулчĕ. Пĕлтĕр кăна спортри çитĕнĕвĕсем, балкон çинче çулталăкĕпе хăяр-помидор, ешĕл çимĕçсем, чечексем ÿстерекен, ал ĕçĕсемпе Красноярск хулинче пурăнакансене куравсенче пĕрре кăна мар тĕлĕнтернĕ Амалăх хĕрĕ çинчен каласа панăччĕ вулакансене.

Çак таранччен çыхăнăва пĕр кунлăха та татман эпир. Нумаях пулмасть Çĕпĕрте пурăнакан Вера Петровна çĕршывăн тĕп хулинче Кремль умĕнче ÿкерттернĕ фото ярса парса тĕлĕнтерчĕ. Нивушлĕ Мускавах çитнĕ пирĕн Вера? Хуравне нумаях кĕттермерĕ. Сусăрсем хушшинче керлингпа «Мускав кубокĕшĕн» кĕрешсе Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма тивĕç пулнă иккен. Регион командине Тăвай хĕрĕ лекни, паллах, пысăк чыс. Кăçалхи паллă ентешсен çулталăкĕнче чи пултаруллисене аса илнĕ май, В.П.Мальцева та чи мухтавлисен йышĕнче пулма тивĕç. Керлинг — Вера Петровнан чи кăмăллакан вăйă тĕсĕ. 2018 çулта Сочири чемпионатра ăсталăхне кăтартнă. Кÿмепе çÿрекенсем хушшинче Новосибирскра иртнĕ çĕршыв чемпионачĕсене 4 хутчен хутшăннă.

Керлинг вăййинче тупăшса кăçал та кубоксемпе призсене, дипломсене çĕнсе илнĕ вăл. Мускава килес умĕн кăна хăй пурăнакан хуларан 290 çухрăмри Лесосибирскри ăмăртуран ылтăн медальпе таврăннă. Кăçалхи сентябрьте йĕтре ывăтассипе хăй ÿсĕмĕнче пурне те çĕнтерме пултарнă. Кÿме çине ларса 100 метрлă дистанцие иккĕмĕш çитнĕ. Дартспа, сĕтел çи теннисла выляссипе хулари тĕрлĕ тупăшусенче палăрнăшăн «ылтăн» хаклава тивĕç пулнă.

— Вера Петровна, ăçтан вăй-хал çитеретĕр çакăн чухлĕ спорт тĕсне алла илме тата турнирсене хутшăнма? Тренировкăсене çÿремесĕр пысăк кăтартусем тăваймăн тата.

— Чи малтанах çакна каласшăн: спорт çынна нумай парать. Инвалид коляски çине ларсан çеç лайăх ăнлантăм çакна,— тăсрĕ калаçăва Вера. — Халĕ ал-ура хусканăвĕсен чаракĕпе сусăра тухнисем сахал мар. Малтанах çакăнпа килĕшме чăнах та йывăрччĕ, тĕнче ишĕлсе аннă пек туйăннă вăхăтра алăсене усмалла мар. Наянлăха та çĕнтерме пулать, хамăра çеç алла илмелле. Çакăн пек çынсене усăллă сĕнÿ-канашпа яланах пулăшатăп.

Тата ытти спорта илес пулсассăн, бадминтон маншăн хавхалану кÿрекен вăйăсенчен пĕри пулса тăчĕ. Выляма питĕ пысăк ушкăн кирлĕ мар. Пĕр аллинче ракетка тытса, тепринпе кÿмене куçарса выляма та хăнăхрăм. Красноярск крайĕшĕн пынă чемпионатра çĕнтертĕм. Шел те, шахматла вылямастăп. Апла пулин те сентябрь уйăхĕнче шашкăлла выляссипе пĕрремĕш вырăн йышăнтăм.

Тăрăшсан, темле йывăрлăха та парăнтарма пулнине итлеме питех те кăмăллă пулчĕ. Эрнере 2-3 хутчен сусăрсене ятарлă транспортпа тренировкăсене илсе çÿреççĕ. Юлашкинчен бочча вăйăпа туслашнине пĕлтерчĕ ентешĕм.

Мечĕксемпе усă курса вылямалла. Паралимп вăййисене те кĕртнĕ ăна. Çак вăйă çурăм шăммишĕн усăллă. Ăс-тăна ĕçлеттерме пулăшать. Вăйăсене те хутшăнма ĕлкĕрнĕ спортсменка. Çак кунсенче вунсакăр арçынпа пĕр ушкăнра ăмăртса вĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă.

Юлашкинчен Мускаври тĕлпулусем патне таврăнтăмăр. Сăмах май, Верăн социаллă сетьре тус-юлташ нумай. Шкул çулĕ- сенче пĕрле вĕреннисем те сахал мар. 1977—1978 çулсенче Тĕмер шкулĕнче ăс пухнă Кармал хĕрĕсемпе, Гальăпа Людмила Сысоевасемпе, 40 çул хыççăн ăшă тĕлпулу иртнĕ (сăн ÿкерчĕкре). Вĕсем пенсие тухнă, ĕçлеççĕ-ха, терĕ. Люда — суту-илÿре, Галя — хăрушсăрлăх техникин инженерĕ, çул-йĕр строительствин тытăмĕнче вăй хурать. Мускавра амăшĕ енчи тăванĕпе Вера Кукушкинапа курнăçса тем таранччен калаçнине аса илчĕ.

Ку статьяра Амалăх хĕрĕн Вера Петровна Мальцеван кăçалхи спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас терĕм. Çирĕп сывлăх, телей, чун-чĕре канăçлăхĕ сунатпăр Красноярскра пурăнакан хисеплĕ, ырă кăмăл-туйăмлă тата тĕрлĕ енĕпе пысăк ăсталăхлă ентешĕмĕре. Унăн чăтăмлăхĕ, пурнăçри мал ĕмĕтлĕхĕ ыттисене те хавхалану кÿтĕр.

Поделиться:
Распечатать