1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
23 декабря 2022 г. 12:39

Врач амбулаторийĕ уçăлнă

Тушкилти врач амбулаторийĕн тин кăна çĕкленнĕ çурчĕ умне çынсем чылайăн пухăнчĕç. Ăна медицина пулăшăвĕ парассин хальхи саманари пĕтĕм требованисене шута илсе тунă.

Ялти врач амбулаторине уçма Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Сергей Тоцкий, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов, район больницин тĕп врачĕ Алексей Степанов, районсенчи АПК ветеранĕсем, Тушкилпе çывăхри ялсенче пурăнакансем хутшăнчĕç.

Уява пухăннă хисеплĕ хăнасем пурте ăшă-ăшă сăмахсем каларĕç. Ялти врач амбулаторийĕн çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ ятпа саламларĕç тушкилсене.

Сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ Ревека Геннадьевна Егорова та хаваспах çынсемпе пĕрле савăнма кăмăл тунă паян. Участокри больницăн тĕп врачĕн-че 30 çул вăй хунă харсăр хĕрарăм. Вăл ĕçлеме пуçланă çулсенче Тушкилте 25 вырăнлă стационар тивĕçтернĕ таврари ялсенче пурăнакансене. Ун чухне çăмăл мар условисенче çынсене сиплени пирки чарăнса тăчĕ Ревека Геннадьевна.

Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилекен регионри программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланă кунти ĕçсене. Ăна кăçал нарăс уйăхĕнче тума пуçланă. Паянхи кун вара медицинăн çĕнĕ учрежденийĕ пациентсене йышăнма хатĕр. Виçĕ ялта пурăнакансене тивĕçтерĕ врач амбулаторийĕ. Тушкилпе Ямпулатра, Сăхăтпуçĕнче 1052 çын пурăнать, çав шутра 140 ача.

Çĕнĕ çуртра врач-терапевт, стоматолог пÿлĕмĕсем, процедура кабинечĕ пур. Кăнтăрлаччен сипленмелли уйрăмра сыватĕç çынсене. Физиотерапи кабинечĕ, анализсем илекен пÿлĕм те ĕçлени лайăх ял çыннисемшĕн. Медицина ĕçченĕсем валли канмалли кабинетсем те тунă. Регистратура, япаласене çакмалли, эмелсемпе тивĕçтерекен пÿлĕмсем те пур. Тушкилти врач амбулаторине уçма пухăннисене «Сурпан» фольклор ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Поделиться:
Распечатать