1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
24 декабря 2022 г. 12:36

Ревека Геннадьевна ЕГОРОВА, сывлăх сыхлавĕн ĕç ветеранĕ:

Ялсенче пурăнакансемшĕн вырăнтах сывлăха сиплемелли учрежденисем пурри питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн патшалăх тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ ку енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Тушкилте, ак, кĕске срокра туса лартнă çĕнĕ врач амбулаторине уçрăмăр. Ун çинчен куç илес килмест халь.

Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1980 çулта Тушкилти участок больницинчи ĕçсене йĕркелесе пыма пуçларăм. Сиплев ĕçĕсем тума условисем тивĕçлĕ шайра марччĕ.

Тушкилте çĕнĕ медицина учрежденийĕ тăвас ыйтăва пĕрре кăна мар хускатнă, çынсене сиплессине лайăхлатассишĕн тимленĕ.

Кăçал «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ялта врач амбулаторийĕ тăвассипе ĕçлеме пуçласан питĕ хĕпĕртерĕмĕр.

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тушкилсемпе сăхăтпуçсен ырă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ. Ялти врач амбулаторинче диспансеризаци тухма, врачпа педиатртан консультаци илме, вакцинаци, кăнтăрлахи стационарта тĕрлĕ процедурăсем тутарма пулать халь. Ялта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ку.

Ял çыннисене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕлĕшпе çĕнĕ амбулатори туса панăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева, район муниципалитет округĕн пуçлăхне Владимир Михайлова, Тăвайри больницăн тĕп врачне Алексей Степанова чĕререн тав тăватпăр. Çĕнĕ медицина учрежденин коллективне çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать