Юридически службӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Юрист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак уяв професси тивӗҫӗ граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлес-сине, право хутлӑхӗпе гражданла общество институчӗсене ҫирӗплетме пулӑ-шассине тӗп вырӑна хуракан ҫынсене пӗрлештерет.
Юрист пулса ӗҫлесси – пысӑк чыс кӑна мар, калама ҫук пысӑк яваплӑх та. Общество пурнӑҫӗнче тӗрӗслӗхпе саккунлӑха тивӗҫтересси, правӑпа усӑ ку-рассине лайӑхлатасси тата саккунсене тӗрӗс пурнӑҫласси шӑпах сирӗнтен килет. Эсир право тӗлӗшӗнчи ҫут ӗҫне лайӑхлатас тата граждансен право ӑнланӑвне ӳстерес, тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарас ӗҫе мӗнлерех пысӑк тӳпе хывнине хак пама та йывӑр.
Саккун пуҫ пулса тӑрассине тивӗҫтерес тӗллевпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ-шӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн тата ҫӗршыври юриспруденцин чи лайӑх йӑли-йӗркине чыслӑн тытса пынӑшӑн тав тӑватӑп. Право патшалӑхне аталантарас-сипе тата ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене эсир ма-лашне те республикӑпа ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫавӑн пекех тухӑҫлӑн пур-нӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп.
Ҫамрӑк ӗҫченсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑракан, вӗсене хӑйсен пӗлӗвне тата паха опытне паракан ветерансене уйрӑммӑн ӑшшӑн тав туса хӑварас те-тӗп.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата профессире пысӑк ҫитӗнӳ-сем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев