1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 7 Ноябрь 2024 г.
3 декабря 2022 г. 22:51

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём юриста

Юридически службӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Юрист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв професси тивӗҫӗ граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлес-сине, право хутлӑхӗпе гражданла общество институчӗсене ҫирӗплетме пулӑ-шассине тӗп вырӑна хуракан ҫынсене пӗрлештерет.

Юрист пулса ӗҫлесси – пысӑк чыс кӑна мар, калама ҫук пысӑк яваплӑх та. Общество пурнӑҫӗнче тӗрӗслӗхпе саккунлӑха тивӗҫтересси, правӑпа усӑ ку-рассине лайӑхлатасси тата саккунсене тӗрӗс пурнӑҫласси шӑпах сирӗнтен килет. Эсир право тӗлӗшӗнчи ҫут ӗҫне лайӑхлатас тата граждансен право ӑн­ланӑвне ӳстерес, тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарас ӗҫе мӗнлерех пысӑк тӳпе хывнине хак пама та йывӑр.

Саккун пуҫ пулса тӑрассине тивӗҫтерес тӗллевпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ-шӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн тата ҫӗршыври юриспруденцин чи лайӑх йӑли-йӗркине чыслӑн тытса пынӑшӑн тав тӑватӑп. Право патшалӑхне аталантарас-сипе тата ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене эсир ма-лашне те республикӑпа ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫавӑн пекех тухӑҫлӑн пур-нӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп.

Ҫамрӑк ӗҫченсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑракан, вӗсене хӑйсен пӗлӗвне тата паха опытне паракан ветерансене уйрӑммӑн ӑшшӑн тав туса хӑварас те-тӗп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата профессире пысӑк ҫитӗнӳ-сем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                   Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать