1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
30 декабря 2022 г. 14:38

Çĕнĕ çул парни — Пимулинсене

2023 çулхи 1-мĕш çур çуллăха «Ял ĕçченĕ» хаçат çырăнакансен хушшинче лотерея вылявĕ иртрĕ.

Район хаçачĕн редакторĕн парнине — чейник-термоса — Тăвайра пурăнакан Лидия Семеновна Пимулина выляса илчĕ.

— Чăннипех те Çĕнĕ çул парни пулчĕ пирĕншĕн,—савăнăçне пытараймасть 40 çула яхăн медицина учрежденийĕсенче тăрăшнă хĕрарăм. — Мăшăрăн январĕн 3-мĕшĕнче 77 çулхи менелникĕ, алли çăмăл пулчĕ пулĕ, хаçатшăн укçине вăл тÿлесе янăччĕ. Татах та ирттерччĕр çакăн пек вылявсене. Вĕсем вулакансен йышне ÿстерме пулăшчăр, вĕсене çывăхлатчăр. Тавтапуç редакци ĕçченĕсене, пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тăвакансене.

Альфред Александровича районта лайăх пĕлеççĕ, хаклаççĕ. Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ачасене воспитани парас ĕçе 47 çул панă.

— Хам ĕçленĕ çулсенче Тăвай шкулĕнчи вĕренекенсемпе медальсемпе кубоксене, призсене, Хисеп хучĕсене çĕр-çĕр те çĕнсе илнĕ. Лотерея вылявĕнче вара пĕрремĕш хут çĕнтерÿçĕ пултăмăр,— тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. — Мăшăрăн Лидия Семеновнан февралĕн 20-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейĕ. Хаçат вулама юратнăран парне пулчĕ уншăн та.

«Ял ĕçченĕ» хаçат редакторĕ Л.В.Якку телейлĕ билет хуçине Лидия Пимулинана ăшшăн саламларĕ, иксĕлми вăй-хал, хастарлăх, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Поделиться:
Распечатать