1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Декабрь 2024 г.
30 декабря 2022 г. 14:46

Хисеплĕ вулакансемпе обществăлла корреспондентсем, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсен ĕçченĕсем! Хаçат ветеранĕсем! Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене сăнласа эсир Чăваш Республикин летопиçне «Ял ĕçченĕ» хаçатра çырма пулăшатăр. Районта пурăнакансем тулли тата тĕрĕс информацие вăхăтра илсе тăраççĕ вырăнти пичет кăларăмĕнчен, çакă вĕсене пурнăçри лару-тăрăва тивĕçлипе хаклама май парать. Эсир хаçатра пичетлеме хăвăр шухăшăрсене сĕнсе тĕрлĕ ыйтусене кирлĕ çĕре çитеретĕр, пурне те хумхантаракан шухăшсене хускататăр тата вĕсене татса пама хутшăнатăр.

Тăвай ен халăхĕн ят-сумне çÿлерех çĕклес, унăн историйĕпе культура еткерлĕхне анлăрах сарас, çамрăк ăрăва хамăрăн йăла-йĕркемĕрпе кăмăл-сипет никĕсĕсем çинче пăхса çитĕнтерес ĕçе малашне те пысăк тÿпе хывăпăр. Район хаçатне вулакансем патне вăхăтра çитереççĕ почта çыхăнăвĕн тата "Тăвайри кооператив" потребобществăн ĕçченĕсем. «Ял ĕçченĕ» хаçата çырăнтарма малашне те активлăх кăтартасса шанатпăр. 2023 çулта та район хыпарçипе пĕрлех пулăр.

Çĕнĕ çулпа тата Раштав уявĕсемпе саламласа сире лăпкă та тăнăç пурнăç, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Пурте пĕрле хаçат кашни çемьерех пултăр тесе тăрăшар!

 

Поделиться:
Распечатать