1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
30 декабря 2022 г. 14:33

Салтаксем валли — çăм нуски

Тăвайри тĕп библиотека çумĕнчи ал ĕç кружокне çÿрекенсем «Салтаксем валли — çăм нуски» акцине хутшăнчĕç. «Эпир çыхнă нускисем хамăра хÿтĕлекенсен ÿт-пĕвне кăна мар, чунĕсене те ăшăтчăр»,—терĕç ăш пиллĕ хĕрарăмсем.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн кукамайсемпе асаннесем нуски-алсиш çыхса, ытти ăшă тумтир çĕлесе фронта ăсатнă, çĕнтерĕве çывхартма кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă.

- Ăшă кăмăллă, чи çывăх çынсенчен пĕринпе, хамăн аннепе, Элпуç ялĕнче пурăнакан Тамара Ивановна Егоровапа паллаштарам-ха. Кĕске вăхăтрах паттăр салтаксем валли 10 мăшăр ăшă çăм нуски çыхса хатĕрлерĕ вăл.

 «Чипер-сывă таврăнăр, Турăпа пĕрле çÿрĕр, çыхнă нускисем хĕллехи кунсенче урăрсене ăшăтчăр. Тата Çĕнĕ çул парни те пултăр сире, паттăр ентеш-хÿтĕлевçĕсене», — тесе кĕске çыру çырса чикрĕ, — терĕ Ирина Дмитриева.

Поделиться:
Распечатать