1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
11 февраля 2022 г. 18:34

Ĕçпе юрă юнашар пулсан пурнăç савăк

Кăçалхи çула Чăваш Енре мухтавлă ентешсене халалланă. Ĕçпе ырă ят çĕнсе илнисен йышне Чÿкçырминче çуралса ÿснĕ Борис Ахтимирова та (сăн ÿкерчĕкре) кĕртнĕ пулăттăм. Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче 40 çула яхăн станоксен наладчикĕнче тăрăшать вăл. Çав вăхăтрах токарь, фрезеровщик тата ытти хушма профессисене алла илнĕ. Пĕр хутчен кăна мар заводри Хисеп хăми çинче курма пулнă унăн сăнне.

Рационализаторла сăнавсене хутшăнса пысăк квалификаци кăтартнă. Тĕрлĕ отрасль тытăмĕнче усă кураççĕ кунта кăларакан кăткăс детальсемпе. Кулленхи йăлара та кирлĕ çав хатĕрсем. Ахальтен палăртман ĕнтĕ ăна «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» ятпа та. Çавăн пекех ĕçри пысăк çитĕнÿ-семшĕн Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн промышленноçпа энергетика министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыслани те Борис Ахтимиров хăй ĕçĕнче ăста алăллă пулнине, ĕçтешĕ-сем хушшинче пысăк авторитетпа усă курнине çирĕплетет. Чыслав пухмачĕнче ытти шайри мухтав хучĕсемпе тав çырăвĕсем вăтăра яхăн унăн.

Çак эрне пуçламăшĕнче заводра тухса тăракан «Электрик» хаçат Борис Васильевичăн сăн ÿкерчĕкĕпе тата ун çинчен çырнă «Мой завод — моя гордость!» тĕрленчĕкпе уçăлнă. Завод дирекцийĕ, ĕçтешĕсем, производствăра малта пыракана 65 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă.

Борис Ахтимиров заводри кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе пĕрлех искусство тĕнчипе те çывăх çыхăннине палăртмасăр ниепле те иртме çук. Акă, вăл çырса кĕвĕленĕ «Вăрманхĕрри, Чÿкçырми» ятлă юрăпа çурхи ĕçсем вĕçленсен ял уявĕ уçăлать. Ку тăрăхра çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ çĕртен праçнике пухăнакан халăхшăн Гимн вырăнне пулса пĕр чăмăра пĕрлештерекен юрă пулса тăчĕ вăл. Çапла ял-йыш кăмăл-туйăмне çĕклекен, хавхалантаракан юрăпа тухать кашни уяв-концертрах ялти сцена çине.

Ĕç çулне вăл тăван «Красное Сормово» колхозра уй-хир бригадирĕнчен пуçланă. Пĕр вăхăтрах культура пайĕн пуçлăхĕсем ыйтнипе çур ставкăпа илемлĕх ертÿçинче те тăрăшнă. Ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн юнашар ялсенчи çамрăксем те кунти клуба пуçтарăннă.

1976 çулсенче Чÿкçырминчи пек вокалпа инструментсен ансамблĕ районти ытти ялта пулнине астумастăп.

Пурнăç урапи 1983 çулта Борис Ахтимирова Шупашкар хулине илсе çитернĕ. Электроаппаратура заводĕнче ĕçленĕ вăхăтра паллă чăваш эстрада çăлтăрĕ-семпе паллашнă, тĕрлĕ уявсене хутшăнма пуçланă. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров та асăрханă çепĕç те илемлĕ саслă каччăна. Пĕрлехи пултарулăх çыхăнăвĕнче çуралнă та ĕнтĕ ял гимнĕ. Орел, Пенза, Самара, Чĕмпĕр, Тутарстанпа Мари Эл тăрăхĕнчи чăвашсен чунĕсене те çемçетнĕ тăванлăх юррисемпе.

Тивĕçлĕ канура пулсан та Борис Васильевич юратнă ĕçĕпе сывпуллашма васкамасть. «Хамăр заводпа мăнаçланатăп, анчах чун апачĕсĕр те пурнăç кичем»,— тет тĕрлĕ конкурс-фестиваль дипломанчĕ. Лапсарти культура керменĕн-че «Салампи» ушкăна ертсе пыма та, культурăллă-массăллă мероприятисем ирттерме те, ытти юрăçсемпе районсене, ĕç коллективĕсене тухса çынсене савăнтарма яланах хатĕр вăл. Тăван халăхăн йăли-йĕркипе культурине упраса аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа, Шупашкар хулипе Ленин район администрацийĕсен грамотисемпе, районти культура пайĕ Тав çырăвĕсемпе чысланă маттур юрăçа.

«Пултаруллă, ÿркенмен çын»,—çапла каласа хисеплеççĕ завод ертÿçисем хастар рабочине. «Малашне те Тăвай енпе пĕрлех пулăр, пултарулăхăрпа савăнтарсах тăрăр»,—теççĕ юбиляра иксĕлми вăй-халпа хавхалану сунса ентешĕсем.

 

Поделиться:
Распечатать