1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 25 Ноябрь 2024 г.
11 февраля 2022 г. 18:37

Мускаври «Продэкспо-2022» куравра

Мускавра иртекен халăхсем хушшинчи «Продэкспо-2022» апат-çимĕçпе ĕçме куравне Чăваш Енĕн тĕп агропромышленноç предприятийĕсем те хăйсен продукцине тăратнă.

Вĕсене хальхинче «Чăваш Енре туса кăларнă» уйрăм стендра вырнаçтарнă. Кăçал унта «Шупашкарти ликерпа эрех завочĕ», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Етĕрнесĕт», «АККОНД», «Ядринский» спирт завочĕ, «Мелилотус» СППК, «Приволжские колбасы», «Деревенский дворик» СПССК тата аграри отраслĕн ытти хăш-пĕр предприятийĕсем хăйсен продукцине илсе пынă. «Ку выставкăра ют çĕршывсене экспортлăх продукци тăратма уйрăмах нумай килĕшÿ тума май килет»,— тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Февралĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн экспозицине Чăваш Республикин официаллă делегацийĕ те пырса курнă. Делегаци йышĕнче Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов (сăн ÿкерчĕкре) та пулнă. Делегаци членĕсем çавăн пекех çавра сĕтелсемпе конференцисене, ĕçлĕ тĕлпулусене хутшăннă, Мускав хулин Правительствин ертÿçисемпе Чăваш Енĕн ял хуçалăх таварĕсене тĕп хула рынокĕсене тăратассипе килĕшÿсем тунă.

Февралĕн 9-мĕшĕнче "Прод-экспо-2022» куравăн ĕçлĕ программи майĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа пĕрле Раççей ял хуçалăх министерствин Аналитика центрĕнче пулнă. Геоинформаци системисен тата ресурсĕсен управлени ертÿçипе Иван Петровпа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем тĕлĕшпе даннăйсене федерацин пĕрлехи информаци системине кĕртес ĕç тухăçлăхне ÿстерме цифра технологийĕ-

пе усă курас ыйтусене тишкернĕ. АПК отрасльне патшалăх пулăшăвĕллĕ инвестицисем явăçтарас, республикăра агропромышленноç кластерĕ туса хурас ыйтусене Раççейри кластерсемпе технопарксен Ассоциацийĕн директорĕпе Андрей Шпиленкопа сÿтсе явнă.

Поделиться:
Распечатать