1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
11 февраля 2022 г. 18:29

Пичет аталансах пырать-ха

«Эй, хальхи саманара пичет пĕлтерĕшĕ чаксах пырать, смартфон унăн вырăнĕнче»,— тесшĕн цифра тапхăрĕнче çитĕнекен çамрăксем. Çав вăхăтрах вĕсем Интернета вырнаçтарнă кĕнекесене, хăшĕсем хаçат-журнала каçăхса кайсах вулаççĕ. Тĕрлĕ хыпарсем, сĕнÿсем, пĕлтерÿсем, шÿтсем куç умĕнчен татăлмаççĕ. Вĕсене пурне те телефона вырнаçтарма пичетленĕ. Апла вĕсем пурте пичет продукцийĕсем пулаççĕ пулĕ ĕнтĕ.

Халĕ АПШра туса хатĕрленĕ WhatsApp сервиспа анлăн усă куратпăр. Пăхăр-ха çыру çыракан «Печатает» тесе çырнă экранăн çÿлти па- йĕнче. «Пишет» тесе çырман. Апла, пичет аталансах пырать-ха. Ватти-вĕт- ти пичетлет кăна!

Хаçатра пĕр статьяра хальхи вăхăтра тĕрлĕ информацие хут çинче вуласа е гаджетсенче паллашни пирки ыйту хускатнăччĕ-ха.

Кунта ыйтăвĕ çапларах ĕнтĕ: кам мĕнле меслете килĕштерет. Пире, ватăрах ÿсĕмрисене, паллах пичетленĕ хут килĕшет. Компьютерти тĕрлĕ статьясене те принтерпа хут çине куçарса вулама кăмăллатпăр.

Пичет продукцийĕсем пирки калас пулсан, паллах, чун-кăмăла савăнтаракан, хавхалантаракан тăван «Ял ĕçченĕ» хаçат — чи çывăххи. Эрнекун çитсен кив центр еннелле пăхкалатăп: Оксана Владиславовна почтальонка çывхармасть-и-ха тесе кил патнелле утатăп. Хаçата илсен вара, картиш тăрăх мăнаçлăн, саркаланса (мул тупнă тейĕн) утса, килелле кĕретĕп. Вара, пĕчĕк ачана çĕнĕ тетте илсе панă евĕр, хаçата ăçтан вулама пуçлас-ши, тесе çавăркалатăп: вĕçĕнчен е малтанхи страницăран?

Тепĕр уйăхран Тăвай район хаçачĕ 87 çул тултарать пулин те, ватăлмасть вăл, тĕрекленсех пырать. Пире, вулакансене те, хăват парса тăрать, кăмăл-сипете пуянлатать. Хаçат пире Раççей, Чăваш Республики, район, ялсен хыпарĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарать. Производство предприятийĕсем мĕнле ĕçлесе пыни, вĕсен аталанăвĕ пирки çырса пĕлтереççĕ кунта. Сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентÿ, культура, социаллă хÿтĕлев, халăха ĕçпе тивĕçтерни, преступление сиресси пирки тăтăшах хыпарлать хаçат. Тĕрлĕ рубрикăпа тухакан статьясене юратсах вулатпăр. Районăн хастар та маттур çыннисем, районти ял тăрăхĕсен аталанăвĕ, Сăрпа Хусан чиккисене тунă ĕçри паттăрсем çинчен нумай вуласа пĕлтĕмĕр.

Кĕскен çырнă усăллă канашсем çак вăхăтрах вĕсене пурнăçа кĕртме ыйтнăн туйăнаççĕ. Кĕнекесенче е Интернетра шыриччен, кунта çур минут вуланă та, ĕçне тунă. Çĕнĕ çул умĕнхи номерте вулакана сĕннĕ «Тигр» салата вăхăт пачах та тупайман кил хуçи хĕрарăмĕ кăна тăваймарĕ пуль, вăл çав тери тутлă.

Тĕрлĕ пĕлтерÿсем пурнăç таппине, кил-хуçалăха йĕркелесе пыма пулăшаççĕ. Тытнă та телефона, шăнкăравланă: хăйăр, цемент, пура, вут-шанкă, пăру, качака ил, çăл-тараса, чÿре- че, пÿрт маччи тăвакансем килеççĕ.

Районти çынсен камăн юбилей, камăн çуралнă кунĕ — «Ял ĕçченĕ» пĕлтерет, саламлать. Пурнăçран уйрăлса кайнă çынсем çинчен те хаçат урлă пĕлетпĕр. Сахалтарах пултăрччĕç хурлăхлă хыпарсем. Ытларах мăшăрланни, ача çурални çинчен вуласчĕ. ЗАГС пайĕн ертÿçи В.М.Новикова кашни уйăхрах пĕлтерет-ха пире демографи лару-тăрăвĕ пирки. Анчах унта ытларах цифрăсем, хăш чухне кăна хушаматсем тĕл пулаççĕ.

Мăшăрланни е ача çурални пирки саламласси йăлана çав-çавах кĕмерĕ. Мĕн калăн, сăлтавĕ пурах ĕнтĕ. «Хаçат — пĕр кунхи апат» тесшĕн хăшĕ-пĕри. Çук пуль çав. Район архивĕн ертÿçи А.Г.Титова пачах та урăхла шутлать. Архивра «Ял ĕçченĕ» хаçатăн номерĕ-сем 1936 çултанпа упранаççĕ. Вĕсене таврапĕлÿçĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, уйрăм çынсем час-часах тĕпчеççĕ. Район, ял, организацийĕсемпе учрежденисен истори- йĕпе, тĕрлĕ отрасльте палăрнă ентешсемпе, вĕрентÿ, культура, спорт ыйтăвĕсемпе кăсăкланаççĕ. Эпĕ те Алина Генриховнăпа килĕшетĕп. «Хаçат — ĕмĕрлĕх пĕлÿ çăлкуçĕ».

Çак кунсенче — Раççей тата Чăваш пичет ĕçĕнче тăрăшакансен уявĕсем. Çавăнпа усă курса район хаçатĕнче ĕçлекенсене, ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене пурне те чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр! Сирĕн калемсем яланах çивĕч пулччăр! Эсир — пирĕн хыпарçăсем, пĕлтерÿçĕсем, канашçăсем, чун йăпатмăшсем, сыватмăшсем! Пултарулăхăр аталанса, çĕнелсе пытăр!

В.ШАКРОВ,

педагогика ĕçĕн ветеран

Поделиться:
Распечатать