1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Июль 2024 г.
11 февраля 2022 г. 18:36

Тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ

Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕ çĕршыври коопераци юхăмĕпе тачă çыхăннă. Нумай енлĕ ĕç-хĕле малалла аталантарса пынине, инновацисене ăнăçлă ĕçе кĕртнине пула чăвашсем Раççейри Центросоюзĕн тытăмĕнче малти ретре тăраççĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Ĕç-хĕл отраслĕсене тухăçлă аталантарнăшăн» ăмăртура тăтăшах çĕнтерÿçĕ-сен йышне кĕреççĕ вĕсем.

Районта пурăнакансене «Тăвайри кооператив», «Тăвайри общепит», «Тăвай çăкăрĕ», «Тăвайри коопторг» обществăсем туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе палăраççĕ пирĕн кооператорсем, суту-илÿпе апатлану предприятийĕсем коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрханмалли йĕркесене пăхăнса тăрăшаççĕ.

Екатерина Михайловна Антонова хатĕрлев çаврăнăшĕнче тăрăшакан тĕп специалист. 1995 çултанпа вăй хурать вăл ку енĕпе. Хатĕрлев ĕçĕнчи пысăк кăтартусемшĕн чунтан тăрăшать. Республикăра пĕрре çеç мар малти вырăнсене тухнă. Тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотипе чысланă ăна, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çинче те пулнă сăнĕ.

Галина Порфирьевна Александрова Çăлпуçĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнчи ĕçсене йĕркелесе пырать. Тăрăшуллă хĕрарăм ку системăра 1990 çултанпа суту-илÿ тăвать. Ăна Елена Михайловна Анатова сутуçă пулăшать. Умĕнчи тĕллевĕсене лайăх пурнăçласа пыраççĕ вĕсем.

Татьяна Михайловна Павлова — Киччĕри куллен кирлĕ таварсен магазинĕн заведующийĕ. 2003 çултанпа вăл сентре умĕнче. Ял çыннисен ăшă сăмахĕсене пĕрре кăна мар тивĕçлĕ пулнă, тĕрлĕ наградăсем те пур унăн. Алина Ивановна Краснова сутуçăпа пĕрле тивĕçтереççĕ тавар туянакансене. (Архиври сăн укерчĕк).

Поделиться:
Распечатать