1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
11 февраля 2022 г. 18:35

Ял бизнесне аталантарать

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Унăн аталанăвне хăвăртлатма пуçаруллă çынсем сахал мар витĕм кÿреççĕ. Унашкал çынсем наукăра çеç мар, пур сферăпа отрасльте те пур. Вĕсем кашни хăйĕн тÿ-пине хывма тăрăшаççĕ. Ку таранччен мĕн тунипе çырлахман, пурнăçра малтан мала пăхакан хастарсен йышне эпĕ Тушкилти индивидуальнăй предпринимателе, хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Андрей Николаевич Морякова та кĕртнĕ пулăттăм.

Çамрăклах çĕр ĕçне тата бизнеса кăмăлланăскер, пуçĕ-пех ял ĕçне парăннă çын вăл: малтанласа вуншар гектар çĕрулми лартса тунă пулсан, каярахпа тырă-пулă çитĕн-терме тытăннă, халĕ вара çакăнпа пĕрлех республикăри ял хуçалăх министерствипе килĕшÿ туса виçĕ çул ĕнтĕ йывăр туртакан лашасем ĕрчетет. Ку ĕçе пуçăнма конкурслă майпа çемьен выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарма паракан патшалăх пулăшăвне — грант çĕнсе илни те пулăшнă, унăн укçипе Мари Эл Республикинчи «Семеновский» ăрат заводĕнчен 19 пуç лаша туяннă. Çитес çулсенче вĕсен йышне 200 пуçа çитерме ĕмĕтленет.

— Килĕшÿпе палăртнă тĕле çавăн чухлĕ йыш пулĕ-и? Икçĕр пуç сахал мар-çке,—тетĕп Андрей Николаевича.

— Кĕтÿре халех 100 пуç ытла пирĕн, кĕçех çĕр алла çитет. Тĕллев пурнăçланмалла,—лăпкăн хуравлать вăл.

Хуçалăх ферминче виçĕ картиш пулсан, пĕринче тихасем паркаланаççĕ. Çамрăкскерсем темерĕн, пăхма кăмăллă вĕсем çине: выляççĕ, пĕр-пĕрне сĕртĕнеççĕ, ирĕклĕхе туяççĕ. Ÿсмелле те ÿсмелле-ха вĕсен. Сăмах майăн каласан, тихасене амăшĕсенчен ултă уйăхра уйăрнине каларĕ Андрей Николаевич. Вара малалла хăйсем тĕллĕн, алран апат панипе аталанаççĕ. Çитĕннĕ тихасем çутă та яшăм, кĕрнеклĕ. Чи лайăххисене кĕтĕве çĕнетме уйăраççĕ. Юн çывăхланса тăванлашса каясран ăратлăх ăйăрсене çĕнетеççĕ. Ачисен ашшĕпе йăх хăвармалла мар-çке. Ăйăрсем тенĕрен, Андрей Моряков хуçалăхне хăнасем тĕрлĕ çĕртен курма килеççĕ. Вĕсем хушшинче ăйăрсем çитĕнтерсе пама ыйтакансем те пур имĕш.

2021 çул вĕçĕнчен тытăнса вара Андрей Николаевич Моряков фермер лаша ашĕнчен чĕрĕлле типĕтнĕ «Казы» кăлпасси кăларма пуçланă. Продукци стандарта тивĕçтерет. Мĕншĕн тесен килĕшÿлĕх декларацийĕпе, сертификатпа ĕçлеççĕ. Ăна 2021 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче регистрациленĕ. Хальлĕхе 500 килограмм ытла кăларнă. Тутанса курнă эпĕ ăна, тутлă, сĕтеклĕ, техĕмлĕ. Усăллă та. Урăхла пулма та пултараймасть: мĕншĕн тесен, ку кăлпассире пĕтĕмпех лаша ашĕ, лаша çăвĕ, хуппи те лаша пыршинчен. Кăлпасси тума ăйăрсен тата хăмламан çамрăк лашасен ашĕпе усă кураççĕ. Пусса тирпейленĕ аш цеха пырать, ăна вакласа, лаша çăвĕпе, тăварпа, апата техĕм кÿрекен япаласемпе хутăштараççĕ, пыршăна тултараççĕ те типĕтмелли цеха çакса хураççĕ. Кăлпасси виçĕ эрнере пулса çитет. Типĕтме виçĕ цехра виçĕ вентилятор вырнаçтарнă. Хăйне хăй типĕтекен цех та пур. Кăлпасси туса хатĕрлемелли хатĕрсене ятарласа туяннă. Тĕтĕмлемелли хатĕр те пур. Малашне çамрăк лашасен ашĕнчен карбонад туса кăларас ĕмĕт те пур фермерăн.

Чĕрĕлле типĕтнĕ «Казы» кăлпасси суту-илĕве тухнă ĕнтĕ. Çак паха çимĕçсене Тушкилте хăйĕн апат-çимĕç лавккинче тата Тăвайра та туянма пулать. Çулла Тăвайри пасар лаптăкĕнчи магазина тĕпрен юсаса, унта та лаша ашĕ, унран хатĕр-ленĕ çимĕçсем тата тинтерех асăннă кăлпассине сутма ĕмĕтленет бизнесмен.

Çапла вара ку чухнехи самана таппине туйса тăрса ял пурнăçне çĕнĕ хăват кÿме, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăларма пултаракан çынсем пирĕн хушăмăртах пурри чуна çĕклентерет, малашлăхпа пурăнма хавхалантарать.

Поделиться:
Распечатать