1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
2 февраля 2022 г. 20:21

АПК ветеранĕсем ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Çутçанталăк саккунĕсене улăштараймăн. Çул хыççăн çул иртет. Вăхăта темĕнле тархасласан та тавăрма çук. Акă, çĕнĕ 2022 çула кĕтĕмĕр. Каялла çаврăнса пăхса, ырă ĕçсене пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Шăпах çак тĕллевпе пуçтарăнчĕç те ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕсем хăйсен черетлĕ пухăвне çак кунсенче.

Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен Союзне республикăра шăп вунă çул каялла, 2012 çулта йĕркеленĕ. Тăвай районĕнче обществăлла организаци уйрăмне кăшт каярах тунă. Мĕн пуçланнăранпах ăна ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Яковлев ертсе пынă. Отчетпа суйлав пухăвĕнче Михаил Яковлевич юлашки икĕ çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Организацин тĕп тĕллевĕ - АПК ветеранĕсемпе тачă çыхăнса, вĕсене район пурнăçне, вĕсен паха опычĕ-пе усă курса, ял хуçалăх отраслĕ умĕнче тăракан задачăсене татса пама явăçтарасси. Çавăнпа пĕрлех, тивĕçлĕ канури ĕçтешсен кулленхи ыйтăвĕсене те айккинче хăвармасть ветерансен канашĕ. Юлашки çулсенче кăна АПК ветеранĕсен канашĕн пуçарăвĕпе районта ял хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем пурăннă çуртсем çинче 21 Асăну хăми уçма май килнĕ. Çавăнпа пĕрлех халĕ пурăнакан икĕ ĕç ветеранĕн килĕ çине Хисеп хăми вырнаçтарнă. Ку пархатарлă ĕçсем çинчен район хаçатĕн-че тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ-ха.

Унсăр пуçне, организацире ытти ырă йăлана та манăçа хăвармаççĕ. Халĕ пурăнакан ветерансем патне килĕсене çитсе вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленни, май килнĕ таран ыйтусене татса пама пулăшни тем пекех хаклă. Пурнăçран уйрăлса кайнисене асра тытса, вĕсем ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вырăнсене çитсе, асăну кунĕсем ирттернĕ. Çÿлерех асăннă мĕнпур ĕçе район администрацийĕ-пе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса йĕркеленине палăртса хăварчĕ М.Я.Яковлев.

АПК ветеранĕсене çĕнĕ çулпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов вăхăт тупнине палăртма кăмăллă. «Сирĕн ĕç опычĕ пирĕншĕн, халĕ ĕçлекенсемшĕн, питех те пĕлтерĕш-

лĕ»,- терĕ вăл, район ĕçĕ-хĕлĕпе тата çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă май. М.Я.Яковлева, унăн тÿрĕ кăмăллă та пуçаруллă ĕçне шута илсе, район администрацийĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕ.

Пухăва çавăн пекех район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Николай Краснов, аграри ветеранĕсен республикăри Союзĕн ертÿçин çумĕ, хамăр ентеш Иван Козин хутшăнчĕç. Тĕп организаци представителĕ тăвайсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ, малашне те хавхалануллă ĕçлеме сунчĕ.

М.Я.Яковлев, хăйĕн çулĕсене тата сывлăхне шута илсе, ăна совет председателĕн ĕçĕнчен хăтарма ыйтрĕ. Республикăри канашăн тĕслĕх-не, Михаил Яковлевичăн ĕçри ăсталăхĕпе çитĕнĕвĕсене шута илсе, ăна районти канашăн хисеплĕ председателĕ пулма хăварчĕç.

АПК ветеранĕсен канашĕн членĕ-сем пĕр кăмăллăн пулса, районти Совет председателĕ пулма Николай Ильич Иванова шанчĕç. Çавăн пекех республикăри Союзăн отчетпа суйлав конференцине хутшăнма делегатсем суйларĕç.

Поделиться:
Распечатать