1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
2 февраля 2022 г. 19:34

Чи хастар вулакансем

 2021 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май, Тăвай тĕп библиотекин чи хастар вулаканĕсене палăртрăмăр.

Самуил Яковлевич Маршак калашле: «литературăра талантлă писательсем пекех пултаруллă вулакансем те кирлĕ. Шăпах çав сисĕмлĕ, пултаруллă, ăс-хакăллă вулакансене шанса, автора тăрăшса ĕçлесе пыма, пĕтĕм чун-чĕре хавалне çĕклĕ». Çапла пирĕн библиотекăн вулаканĕсем пултаруллă та пысăк тавра курăмлă. Вĕсем мĕн пĕлнине пĕрле сÿтсе яваççĕ, интереслĕ произведенисем те сĕнме пултараççĕ.

Библиотекарьсем вулав формулярĕсене тишкерсе чи хастар вулакансене палăртрĕç.

«Чи хастар вулакан» номинацире виçĕ вулакана палăртрăмăр. Григорий Дмитриевич Ирбитский, Светлана Архиповна Сергеева тата Раиса Ильинична Петрова. Вĕсене пурне те пĕрлештерекенни - кĕнеке вулама юратни, библиотекăна чунтан парăнни. Вулав залне çÿрес тĕлĕшпе Михаил Тимофеевич Селиванов лидер пулса тăчĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, ытларах хаçатсемпе журналсем вулать. «Тăван çĕршыв историне хисеплекен» номинацире хастаррисем - Полина Михайловна Иванова тата Ольга Владимировна Хаймулина. Вĕсене историллĕ романсемпе вăрçă çинчен çырнă литература ытларах кăсăклантарать.

«Чи вулакан çемье» - Васильевсем: Людмила Ивановна тата унăн хĕрĕсем: Наталияпа Олеся Геннадиевнасем. Çемьепе пĕрле вуланин хăйнеевĕрлĕ енсем пур, вĕсем çемьере ăшăлăхпа хăтлăх йĕркелеме пултараççĕ. Çемье кашнин пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнса тăрать. Хăйсен ачисене кĕнекене юратма вĕрентеççĕ амăшĕсем. «Вулаканăн стажĕ» номинацире Петр Константинович Семенов палăрать. Номинант библиотекăпа 1980-1990 çулсенчен пуçласа паянхи кунчченех туслă. «Чи кăсăкли» - Игорь Степанов. Вăл 9 çулта кăна, анчах та питĕ тимлĕ вулакан, кулленхи пурнăç позицийĕпе вулакан ача.

«Детективлă вăрттăнлăхсем» номинацире Ольга Владимировна Моисеевана хăюллăнах палăртма пулать. Библиотека фондĕнчи çак жанрлă çĕнĕ кĕнеке çийĕнчех Ольга Владимировна аллине лекет.

Пирĕн вулакансем ăслă та хавхалануллă çынсем. Вĕсен хушшинче, вулакан интересĕсен тĕрлĕ енĕсемпе тĕлĕнме пулать. «Мистер-интеллект» номинацире çамрăк ăру малашлăхĕ, студент - Аркадий Евгеньевич Моряков çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Вера Филипповна Поликарповапа Любовь Фирсовна Синякова Чăваш литературин хастар ву-лаканĕсем. Чăваш кĕнекисемсĕр пĕр кун та пурăнаймаççĕ пулĕ вĕсем. Тĕрлĕ авторсен романĕсене кăмăллаççĕ. Вулавăша çамрăк аннесем те çÿреççĕ. «Вулакан çамрăк анне» номинацире Марина Николаевна Мареева çĕнтерчĕ. Хăй вулама юратнисĕр пуçне кашни кунах хĕрне 10 минут та пулин вуласа пама тăрăшнине пĕлтерчĕ.

«Хальхи литература пĕлĕвĕ» номинацире чи пултарулли ята Лидия Анатольевна Мосина тивĕçрĕ. «Чи аслă вулакан» номинацине палăртмасăр хăварас темерĕмĕр. Ку категорине Калерия Петровна Федорована кĕртрĕмĕр, вăл 81 çулта. Çулĕсем пулсан та Калерия Петровна юратнă кĕнекери пĕр-икĕ страницăна та пулин вуламасăр пĕр кун та пурăнма пултараймасть. Кĕнекесем çеç пурнăçа тăсаççĕ тенине шанать.

«2022 çулхи пĕрремĕш вулакан» номинацин телейлĕ хуçи хальхинче Наталия Геннадьевна Васильева пулчĕ, вăл пирĕн тахçанхи тус.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те тĕп библиотекăра кĕтетпĕр. Дипломсене килсе илме пултаратăр. Нумай вăхăт хастар вулакансем тата пирĕн библиотекăн шанчăклă ту- сĕсем пулнишĕн пурне те тав тăватпăр. Сире çемье тата общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

Пирĕн библиотека алăкĕсем яланах уçă, сирĕнпе тĕл пулма эпир хавас.

Поделиться:
Распечатать