1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
2 февраля 2022 г. 20:19

Конкурссенче малтисем

«Тăвайри кооператив» потребобщество район экономикине аталантарма хăйĕн пысăк тÿпине хывать. Производствăна çĕнетсе пырса вырăнта туса кăларакан пахалăхлă таварсем сĕнет ял çыннисене.

«Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă общество ку енĕпе пысăк çитĕнÿ- сем тăвать. Чăвашпотребсоюз ирттерекен конкурссене хаваспах хутшăнать хăйĕн продукцийĕсемпе.

2022 çула лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç районти çăкăр пĕçерекенсем. Республикăри конкурсра «Нарезное» батон изделийĕпе - иккĕмĕш, «Ромашка» печени кăларассипе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçлĕ пулнă.

Батон пĕçерсе кăларассипе Ирина Моисеевапа Олимпиада Федорова бригадисем ырă тĕслĕх кăтартнă. Печени хатĕрленĕ çĕрте Надежда Николаевапа Ираида Петрова вăй хураççĕ. Коллективри ĕçсене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Татьяна Виталиевна Обаськина йĕркелесе пырать.

Поделиться:
Распечатать