1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
2 февраля 2022 г. 19:28

Олимпиадăра палăрнă

Шупашкарта хими предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрĕнче Тăвайри вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Мария Иванова призерсен йышне кĕнĕ.

Мария тăрăшулăхĕпе çине тăраслăхне пур учитель те палăртать. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн. Малашлăхне сывлăх сыхлавĕн ĕçĕпе çыхăнтарасшăн вăл. Çавăнпа химипе биологи предмечĕсене лайăх пĕлмеллине ăнланать. Районти вĕренекенсем хушшинче биологипе те мала тухнă кăçал, халĕ хăйĕн пĕлĕвне республикăри олимпиадăра кăтартма хатĕр- ленет. Çамрăк биологсемпе химиксен кружокĕсен занятийĕ- сене пĕр сиктермесĕр çÿрет. Çĕннине пĕлме ăнтăлнăран тĕпчев ĕçĕсенче активлăх кăтартать. Ăна пысăк ăсталăхлă, 30 çул ытла педагогика ĕçĕнче тăрăшакан Надежда Ивановна Гаврилова хатĕр-ленĕ олимпиадăна ?сăн ÿкерчĕкре М. Ивановапа%. Унăн вĕренекенĕсем пĕрре кăна мар палăрнă çакнашкал вĕренÿ тĕрĕслевĕсенче.

Вĕрентекен хăй те пултарулăхне тĕрлĕ конкурссенче кăтартать. Республикăри методика фестивалĕнче «За границами урока химии» номинацире çĕнтерсе 1 степеньлĕ диплома тивĕç пулнă. Ытти чыслав хучĕ те чылай унăн.

Тăвай шкулĕнче вăл ертсе пынипе çамрăк экологсен «Эковолна» кружокĕ ĕçлет. Тăван тавралăха упрассипе, ялсене тирпей-илем кĕртессипе тĕрлĕ проектсем пуçарса ачасене явăçтарать вĕрентекен. Пĕлтĕр Хура çăл таврашĕнче пысăк ĕçсем туса ирттернĕ çамрăк экологсем. Шкулти кружока çÿрекенсен пархатарлă ĕçне ялсенче пурăнакансен тав сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ.

Хальхи вăхăтра кружок занятийĕсенче Тăвайри, ытти ялсенчи çăлсенчи, колонкăсенчи, кÿлĕсенчи шывсен пахалăхне тĕпчеççĕ. Уйрăм çынсем хăйсен тарасисенчи шывсене те тĕрĕслеттерме илсе пыраççĕ.

Тĕпчев ĕçĕсене хутшăнса тунă кăтартусем ачасене хавхалантарса пыраççĕ, малашлăхра професси суйлама та витĕм кÿреççĕ.

 
Поделиться:
Распечатать