1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
11 марта 2022 г. 10:20

Ĕçре палăрнисене — наградăсем

 

Вĕренÿпе воспитани парас сферăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Раççей Федерацийĕн «Воспитанипе çутĕçĕн хисеплĕ работникĕ» знакĕпе чысланă:

Элпуçĕнчи вăтам шкул директорне Лариса Анатольевна Кабакована,

Тушкилти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекене Лидия Петровна Морякована, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекене Галина Федоровна Степанована.

«Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят панă:

Тушкилти вăтам шкулта технологипе вĕрентекен Валерий Анатольевич Петрова.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă:

район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн заместительне Ирина Валерьевна Семенована (сăн ÿкерчĕкре сулахайран улттăмĕшĕ).

«Киноэкологи» акцире активлăх кăтартнăшăн Тав çырăвĕсем панă:

Элпуçĕнчи, Мучарти, Чутейри, Тушкилти вăтам шкулсен коллективĕсене (сăн ÿкерчĕкре).

Поделиться:
Распечатать