1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
18 марта 2022 г. 9:10

Хисеплĕ ентешсем!

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ – Раҫҫей халăхĕсемшĕн тата унăн гражданĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кун: сакăр ҫул каялла ҫак кун Крым Республики тата Севастополь тăван ҫĕрне таврăнчĕҫ.

2014 ҫултах Чăваш Республики тата Крым Республики суту-илӳпе экономика, ăслăлăх-техника, социаллă тата культура ĕҫтешлĕхĕн килĕшĕвне ҫирĕплетнĕ. Чăваш Ен, Крым, Севастополь ĕҫлĕ хутшăнăвĕсен «Севастополь – Чăваш Республики» коммерциллĕ мар ĕҫтешлĕх йĕркеленĕ. Хутшăнусем ҫулран-ҫул ҫирĕпленеҫҫĕ.

Тĕп тĕллев – тавар ҫаврăнăшне ӳстересси. Тĕслĕх вырăнне Чăваш Ен предприятийĕсем Крымăн энергетика комплексне аталантарма, электросеть энергокĕперне тума хутшăннине, «ЭКРА» пĕрлĕхĕн электротехника оборудованийĕпе тивĕҫтернине палăртмалла. Чăваш Ен продукцийĕпе «Тамань», «Камыш-Бурун», «Кафа» тата «Симферополь» подстанцисенче вырнаҫтарнă. Объект строительствине «Бреслер» пĕрлĕх, Шупашкарти электроаппарат завочĕ хутшăннă.

Чăваш Ен предприятийĕсем Крыма ăсатакан таварсен шутĕнче кондитер, ҫăмăл тата хими промышленноҫĕн изделийĕсем, сăрă-лак материалĕсем, электротехника продукцийĕ пысăк вырăн йышăнаҫҫĕ.

Крым Республикинчи тата Севастопольти ҫĕр ытла шкула, ача садне, професси училищине «Абат» суту-илӳ маркин оборудованине лартнă.

Республикăсем туризмăн ҫĕнĕ маршручĕсене хатĕрлеҫҫĕ, туризма анлăлатаҫҫĕ, ҫак тытăмри организацисен хутшăнăвĕсене йĕркелеҫҫĕ. Ҫуллахи вăхăтра самолет вĕҫет. Ҫакă Чăваш Ене тата Крыма пыракан туристсен шутне ӳстерет.

Аграри секторĕнчи тухăҫлă ĕҫтешлĕхе аталантарма пулăшакан самант – Чăваш Енри тата Крымри муниципалитетсем килĕшӳ ҫирĕплетни. 2015 ҫултанпа ҫакăн евĕрлĕ килĕшӳсене Патăрьел районĕпе Крымри Бахчисарай районĕн администрацийĕсем, Канаш хулипе районĕн администрацийĕсем тата Севастополь хулинчи Балаклава районĕн департаменчĕ йĕркеленĕ.

Ҫавăн пекех социаллă пурнăҫпа культура, этника тата наци ĕҫĕ-хĕлĕ аталанать. Крымра, Симферопольте, Евпаторире, Севастопольте Чăваш культурин кунĕсене ирттереҫҫĕ. Хальхи вăхăтра, юлашки ҫырав кăтартнă тăрăх, Крымра 2,5 пин ытла чăваш, ҫак шутран 500-шĕ Севастополь хулинче тата Балаклава районĕнче пурăнать.

Хаклă туссем, Чăваш Республикинче пурăнакансем! Нумай нацилĕх тата конфессилĕх – пирĕн Раҫҫейри пысăк тата туслă ҫемьен вăйĕ, пĕрлĕхĕ. Вăйлă Раҫҫей – вăйлă тата ăнăҫлă аталанакан территорисем, шанчăклăх, тăнăҫлăх тата хăрушсăрлăх. Уяв ячĕпе!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ   Олег Николаев.

Поделиться:
Распечатать